06 мая 2015 г.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çĕнтернĕренпе часах 70 çул çитет. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнчи 5 ялтан вăрçа 484 çын тухса кайнă, фронтра пулнисенчен 234-шĕ ирсĕр тăшманпа çапăçса вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă. Вĕсен ячĕпе Аслă Çĕрпỹел тата Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕсен масарĕ çине 1967 çулта палăк лартнă. Ял администрацийĕ кашни çулах Çĕнтерỹ кунĕ умĕн юсав ĕçĕсем туса ирттерет. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкул ачисем палăка йĕри-тавра тирпейлесе пăхса тăраççĕ, чечексем лартаççĕ.
50 çула яхăн ларакан палăк чылаях кивелчĕ. Ăна тĕпрен юсама вăхăт çитрĕ. Çак ыйтăва ял адмниистрацийĕ пĕрре кăна мар пухусенче хускатрĕ.
Аслă Çĕрпỹел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан Дмитрий Афанасьевич Любимов, строительство фирмин ертỹçи, палăка тĕпрен юсаса çĕнетме, масар картине улăштарма, çула плита сарма каякан пĕтĕм тăкака хăй çине илме шантарчĕ.
Апрелĕн 28-мĕшĕнче çумăрлă çанталăка пăхмасăр строительсен бригади ĕçе пикенчĕ. Пĕр ушкăнĕ палăк умĕнчи картана çĕннипе улăштарчĕ. Теприсем йĕри-таврашне сăн кĕртме, тирпейлеме пуçларĕç. Пархатарлă ĕçе ял çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Пĕтĕм ĕçе Василий Зайцев тата Александр Рябчиков ăнăçлă ертсе пыраççĕ.
"Паянхи пек ĕçлесен, майăн 9-мĕшĕччен палăртнă ĕçсене вĕçлесшĕн, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине палăк умĕнче пĕтĕм ял-йышпа тивĕçлипе кĕтсе илесшĕн",- теççĕ хастарсем.
Г.РАКЧЕЕВ
Источник: "Каçал Ен"