18 апреля 2015 г.
Анна Никифоровна Тихонова (Родионова) - ялти хисеплĕ çын. Вăл çулĕсене пăхмасăрах аван çỹрет, лавккана кайса килет, кил-картишĕнче кăштăртатать. Çулла пахчара вăхăта ирттерет, унта тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ачисемпе мăнукĕсем хуларан килсе çитсен вĕсене ватă яланах тутлă çимĕçпе сăйлать. Мăшăрĕпе, Владимирпа, пилĕк хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ пулин те, тăван киле тăтăшах килсе çỹреççĕ.
- Кашни хăйĕн çемйипе пурăнать, пурте маттур, аслă пĕлỹллĕ, юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Сăмахран, Ирина, чи кĕçĕнни, Минск хулинче тĕпленнĕ. Вăл пилĕк чĕлхе пĕлет, Беларуç наци техника университечĕн халăхсен хутшăнăвĕн факультечĕн яваплă ĕçченĕ. Çав тери илемлĕ юрлать вăл. Оля хĕрĕм те педагог, - сăмах çăмхине сỹтме пуçларĕ Анюк аппа.
Çемье пирки калаçу пуçарсан кинемей куççульленмесĕр чăтаймарĕ, ачисемпе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать пулин те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнишĕн кулянать. 13 çул пĕчченех пурăнать ватă. Апла пулин те, мăшăрĕпе 37 çул килĕштерсе пурăннă вăхăта савăнăçпа аса илет. Иккĕшĕ те "Красный Октябрь" колхозра тăрăшнă, вăл вăхăтра пуçарнă стройкăсене, çул-йĕр ĕçĕсене хастар хутшăннă, фермăсем, местерскойсем, асфальт çулсем тунă.
Вăрçă пуçланнă чухне Анюк аппа ултă çулхи ача çеç пулнă пулин те, çав çулсене лайăх ас тăвать.
- Урамра хаваслăн çуйхашса выляс вырăнне ир-ирех тăрса колхоз хирне тырă пучахĕ пуçтарма чупаттăмăр, ĕне-сурăх, хур-кăвакал кĕтĕвĕсене пăхаттăмăр. Аслă тете, Гурий, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалчĕ. Атте мĕн çĕре кĕричченех вăл таврăнасса кĕтрĕ, - кулянса каларĕ кинемей.
Аслă Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Анна Тихонова çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв кĕрекине хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç, хаклă çыннине çирĕп сывлăх сунчĕç. Ĕмĕрĕнче хĕн-хурне нумай курнă çынна канлĕ ватлăхпа киленме Турри те сывлăх патăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"