Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре асăнса

27 декабря 2014 г.

Культура çулталăкĕ вĕçленсе пынă май Аслă Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ Евгений Антонович Федоров композитора асăнса культура ĕçченĕсем асăну каçĕ ирттернĕ. Евгений Антонович - ик çĕре яхăн юрă авторĕ. Вăл Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулин чи малтанхи музыканчĕсенчен, баянисчĕсенчен, хор ертỹçисенчен пĕри пулнă. Чăваш Республикин Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ.

Мероприятие Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, композиторăн мăшăрĕ Нина Федорова, Клара Осокина юрăç, Галина Кĕмĕл сăвăç, Шупашкарти "Промэнерго" пĕрлешỹ ертỹçи Анатолий Иванов, çывăх тăванĕсемпе ял-йыш хутшăнса ун çинчен ăшшăн аса илнĕ. Галина Кĕмĕл сăвăçпа Клара Осокина юрăç композиторпа тачă çыхăнса ĕçленине, вăл ырă кăмăллă, пурне те пулăшма васкакан çын пулнине палăртса хăварнă. Евгений Антонович Галина Кĕмĕлĕн чылай сăввине юрра хывнă, поэт çав сăвăсене вуласа панă. Клара Осокина, культура çурчĕ çумĕнчи "Илем" фольклор ушкăнĕ Е.А.Федоровăн çепĕç юррисене шăрантарса халăха савăнтарнă. Композиторăн юрри-кĕвви халăх асĕнче упранĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика