Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Моряксен туслăхĕ - ĕмĕре

27 сентября 2014 г.

"Пултаруллă çын пур çĕре те ĕлкерет", - тенĕ ваттисем. Ку сăмахсене Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Вячеслав Федорович Щетинкин пирки каланăнах туйăнать. 60 çулхи Вячеслав Федорович алă усса лараканнисенчен мар, вăл мăнукĕсене пăхма та, кил-картишĕнче тăрăшма та вăхăт тупать.

- Çемьене ача сасси илем кỹрет. Мăнуксем килте йăпăр-йăпăр чупса çỹрени, выляни савăнтарать. Вĕсем çук чухне ытла та кичем, - тет вăл сăмах пуçарса.

Вячеслав Федорович çемьере пĕр ывăл çитĕннĕ, ăна амăшĕ, Ангелина Порфирьевна, пĕчченех пăхса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. "Ачам, çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕн", - тенĕ тăтăшах пиллесе. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсассăнах çамрăк йĕкĕте çара илсе каяççĕ. Тỹрех вăл Североморск - 8 хулинчи çар флотне лекет. Çурçĕр çар флотĕнчи "50 лет СССР" шыв айĕн çỹрекен атом карапĕ çинче службăра пулать.

- Виçĕ çул атом карапĕ çинче пултăм. Çак вăхăтра 2 хутчен 3-шер уйăха шыв айне кайса куртăм. Шел пулин те, 1974 çулта карап çинче реактор çивитти çурăлма пуçланăран авари пулчĕ. Карапа ятарлă заводра юсарĕç. Çак вăхăтра пире, моряксене, тăван тăрăха 45 кунлăха отпуска кайма ирĕк пачĕç, - тет иртнине аса илсе запасри мичман.

1975 çулта тăван яла таврăнсан Вячеслав Федорович "Красный Октябрь" колхозра ĕçе кỹлĕнет, ăна кустăрмаллă трактор шанса параççĕ. Механизатор специальноçне вăл ятарласа Казахстанра вĕреннĕ. 28 çул тăрăшнă колхозра маттур тракторист. Çак вăхăтра пин-пин гектар çĕр сухаланă, акнă, курăк çулнă, улăм, утă хатĕрленĕ, тырă нумай турттарнă.

Ĕçре тăрăшуллă та маттур пулнине çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Вячеслав Федорович В.А. Арсентьев колхоз председателĕпе, Н.А.Козлов, В.Н.Акчурин агрономсемпе ĕçленĕ вăхăтсене ăшă кăмăлпа аса илет.

"Пĕр ĕçрен те пăрăнман. Вăл вăхăтра районти, республикăри ăмăртусенче палăрас туйăмпа ĕçленĕ. Килĕштерсе ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшнă". Щетинкинсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулне направленипе ĕçлеме килнĕ Куславкка хĕрне Елена Александровнăна куç хывнă та алăран вĕçертмен, арăм тунă. Унтанпа вĕсем 37 çул килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ.

Вячеслав Федорович çак кунсенче хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Çулĕсене пăхмасăрах вăл вăр-вар та маттур. Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнă юлташĕсемпе тăтăшах тĕл пулать, вĕсен аса илмелли, сỹтсе явмалли вара пайтах. Арçынсене пурне те моряксен туслăхĕ пĕрлештерет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика