20 августа 2014 г.
Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов пултарулăх коллективĕсем хĕрỹ ĕç çи вăхăтĕнче тыр-пул ăстисем патне тухса çỹрес ыйтăва тăтăшах çĕклет.
Пирĕн районти агитбригадăсем ял ĕçченĕсемпе тĕл пулас тесе уй-хире, йĕтемсем çине тухса çỹрессине анлă йĕркеленĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех культура ĕçченĕсем хресчене юрă-ташăпа хавхалантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем те ĕçтешĕсенчен юлмаççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче "Сюрбеево" хуçалăхăн йĕтемĕ çинче тата выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлекенсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Альбина Любимова, Галина Родионова, Лариса Дюкина тата Галина Лукиянова, Анатолий Школьников купăсçă шăрантарнă чуна пырса тивекен е кулăшла юрăсем, шỹтсем канакан рабочисен кăмăлне çĕклерĕç. Куракансем пире алă çупса чĕререн тав турĕç, татах та килсе çỹреме ыйтрĕç. Юрă-кĕвĕпе пурнăç тăрăх утма çăмăлрах-çке.
Çитес кунсенче "Восход" ООО тата "Слава картофелю" агрофирма ĕçченĕсене те хамăрăн пултарулăхпа паллаштарма хатĕрленетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"