16 августа 2014 г.
Август уйăхĕнче, кашни виççĕмĕш вырсарни кун, авиаторсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Раççей авиацийĕн историйĕ паттăрсемпе пуян. Пирĕн районта та паттăр летчиксем пур. Вĕсенчен пĕри - Иван Михайлович Михайлов (Родионов).
Вăл 1921 çулта Хирти Шăхасан ялĕнче çуралнă. Çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă, чи кĕçĕнни. Ваня çамрăклах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри фельдшерпа акушер шкулне вĕренме кайнă. Вăл яланах вĕренỹре малтисен ретĕнче пулнă. 1941 çулта фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнать. Вăрçă пуçланать. Çамрăк каччăн тухтăр пулас ĕмĕчĕ татăлать.Улатăр хулинче июль уйăхĕнче кĕске вăхăтрах авиаци пилочĕсене хатĕрлеççĕ. Иван Михайлов çак шкула вĕренме лекет. 46-мĕш запасри авиаполкра У-2 бомбардировщиксемпе çĕрле вĕç-ме вĕрентеççĕ, сержант званийĕ параççĕ. Вĕренсе пĕтерсен летчик-инструктора Шупашкар хулине, тин кăна уçăлнă пилотсен шкулне, яраççĕ. Ку шкулта 1942 çулхи хĕл кунĕсем çитиччен пулаççĕ. Кайран вĕсене фронта ăсатаççĕ.
Иван Михайлович Волхов фронтне, 14-мĕш сывлăш-çар арминчи 696-мĕш авиаполка, лекет. Çамрăк летчиксене У-2 самолетсем шанса параççĕ. Иван Михайлов нумай хутчен каçхи çапăçусене хутшăнать, хамăрăн ытти ентешсемпе пĕрле ирсĕр тăшмана сывлăшра та, çĕр çинче те тĕп тăвать. 1942 çулта Любанский операцие те хутшăнать, Новгород, Мясной Бор çывăхĕнче ытларах вĕçме лекет унăн. Вĕсем ункăна лекнĕ ударлă 2-мĕш армие боеприпассем, медикаментсем, апат-çимĕçсем илсе çитереççĕ. Каялла вăрçă хирĕнчен аманнă салтаксене сипленме илсе килеççĕ.
1942 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче Иван Михайлов ятарлă заданинчен каялла таврăнайман, "Сăлтавĕ паллă мар", тесе çырса хунă Раççей Оборона министерствин архивĕнче. Амăшне те, Елизавета Петровна Родионовăна, çаплах çырса пĕлтернĕ Аслă Аттелĕх вăрçи пынă çулсенче. Вăрçă çулĕсем кĕрлесе иртсе кайнă, анчах пирĕн ентеш çинчен нимĕнле хыпар та паллă мар. Ăçтарах канлĕх тупнă-ши Иван Михайлович? Пĕр кунхине Чăваш радио вăрçăри паттăр летчиксем çинчен передача ирттернĕ. Канаш районĕн çынни, летчик пулнăскер, Иван Михайлов вăрçă хирĕнче пуçне хуни çинчен пĕлтернĕ... Анчах паянхи кун вăл хыпара никам та тĕплĕн ас тумасть. Шел. Çапах та эпир вăрçă паттăрĕсем канлĕх тупнă вырăнĕсем тупăнасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"