19 июля 2014 г.
Ялта тĕпленнĕ çамрăксене патшалăх пулăшу кỹни пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнче тĕрлĕ программăсем вăйра. Сăмахран, "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлевсем уйăрса параççĕ.
Кăçал районти 10 çемьене асăннă пулăшупа тивĕçтерĕç. Июлĕн 16-мĕшĕнче районти виçĕ çемьене сертификат парса чысларĕç. Вĕсем пурте ял хуçалăхĕнче тăрăшакан ĕçченсем, ялта тĕпленнĕ çемьесем.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакан Владимир Казаков фермер хуçалăхĕн ертỹçине уйрăм çурт-йĕр хăпартма социаллă тỹлев уйăрнă. Казаковсем 3 ача çитĕнтереççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ вĕсемшĕн темрен те паха.
"Алга" ЯХПКра тăрăшакан Рушан Гибатдинов та патшалăх пулăшăвне тивĕçнишĕн савăнать. Вĕсем çурт хăпартма ĕмĕтленеççĕ. Светлана Козлова уйăрнă укçа-тенке хваттер туяннă çĕре ярасшăн.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсене район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин саламласа свидетельствăсем парса чысларĕ. Малашне те ял хуçалăхĕнчех тăрăшса ĕçлеме сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"
Источник: "Каçал Ен"