Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ ыйтăвĕсене - пысăк тимлĕх

24 мая 2014 г.

Юнкун, майăн 21-мĕшĕнче, районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Района Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова çитрĕ. Вăл Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тата педагогсемпе тĕл пулчĕ. Информаци кунне кĕртнĕ ыйтусемпе - Чăваш Республикин 2014 çулхи пĕрремĕш кварталти социаллă-экономикăлла аталанăвĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси - паллаштарчĕ. 11-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренекенсен умра хĕрỹ тапхăр - патшалăх экзаменĕсем. Çавăнпа та Светлана Владимировна ытларах ППЭ-не пырса тивекен ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вăл ачасене хĕрỹ тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарма сĕнчĕ. Сăмахран, экзаменра вĕренекенĕн хура гель ручкăпа кăна çырма юрать, шарик ручкăпа çырнине компьютер пачах вуламасть иккен, бланксене тĕрĕс те типтерлĕ тултарассипе те тимлĕ пулмалла, заданисене шутлама пикениччен ятарлă памяткăпа паллашмалла.

Светлана Владимировна шкулпа паллашнă май пуçламăш классенче пĕлỹ пухакансен вĕренĕвĕпе, педагогсем çĕнĕ программăсемпе усă курнипе кăсăкланчĕ, ача садне çитсе курчĕ. Паянхи куна Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче "Солнышко" ача сачĕ ĕçлет, унта пурĕ - 24 шăпăрлан. Унпа пĕрлех шкул çумĕнче вăхăтлăх йĕркеленĕ ушкăна та ачасем хаваспах çỹреççĕ.

- Çитес вĕренỹ çулĕнче ача садĕнче икĕ ушкăн йĕркелесшĕн. Çавна май тата икĕ пỹлĕмре юсав ĕçĕсем пуçланă. Унта кĕрсе тухмалли тата çывăрмалли пỹлĕмсем тăвасшăн, кравачĕсене туяннă, - терĕ шкул директорĕ Светлана Антонова.

Министр çумĕ 2014 çулхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен педагогсен çĕнĕ стандартсемпе ĕçлеме пуçламалли пирки те каларĕ. Ку чи малтанах профильлĕ вĕренĕве пырса тивет.

- Паянхи кун педагог урокра калаçать, ачасем итлесе лараççĕ. Çĕнĕ стандартпа пачах урăхла - урокра вĕренекенсен ытларах ĕçлемелле, калаçмалла, темăна сỹтсе явмалла, практика ĕçĕсем пурнăçламалла. Ачана хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси - пирĕн, вĕрентекенсен, тивĕçĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхмаллах, - терĕ Светлана Владимировна.

Район администрацийĕн пысăк залĕнче шкул директорĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура та вăл вĕренĕвĕн тĕп ыйтăвĕсене хускатрĕ. Ачасене тарăн та паха пĕлỹ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Вĕрентекенĕн çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илмеллине, пур енлĕн аталанмаллине палăртрĕ. Паян çакна пурнăçлама пур май та çителĕклех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика