21 мая 2014 г.
Майăн 16-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем наркотиксемпе усă курнипе курманнине тестпа тĕрĕсленĕ. Аслă классенче вĕренекен 15 çулхисен тест витĕр тухма çырса ирĕк памалла, 14 çулхисен ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕ пулмалла. Тест ирттернин тĕллевĕ - вĕренекен çамрăксем наркотикпа усă курнине тупса палăртасси.
Çавăн пекех теста наркотикпа усă курнин сиенĕ çинчен вĕренекенсене шухăшласа пăхма сĕнес тĕллевпе ирттернĕ. Тестпа тĕрĕслесе 5 тĕрлĕ наркотиклă япаласене тупса палăртассипе 15 мультипанельпе усă курнă. Тест ирттерни çул çитмен çамрăксем наркотиксемпе хушăран усă курассине чакарма, çавăн пекех тăтăш усă куракансене тупса палăртма пулăшĕ. Тест тĕрĕслевĕ вĕренекенсем наркотикпа усă курманнине кăтартса панă. Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес-тĕк - Чăваш Ен лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать. Пирĕн республикăра 100 çынран кăшт кăна ытларах. Апла пулин те лăпланма сăлтав çук-ха. Юлашки вăхăтра наркотикпа усă куракан ачасемпе çамрăксене тупса палăртас енĕпе тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Вĕсене тестласси те йăлана кĕрсе пырать.
Источник: "Каçал Ен"