Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕçĕме чунтан юрататăп»,

09 ноября 2013 г.

тет РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Комсомольскинчи хушма офисĕн ертсе пыракан специалисчĕ, корпоративлă клиентсемпе ĕçлекен Валентина Андреева. Çамрăкла вăл банк тытăмĕнче ĕçлесси пирки шутламан та. «Комсомольски райповĕн хатĕрлев кантурĕнче товароведра, бухгалтерта тăрăшнă эпĕ малтан. 1991 çулта перекет банкĕнче экономист кирлине пĕлтĕм те заявлени патăм. Телее, мана унта илчĕç, çирĕм икĕ çул ĕнтĕ çак туслă коллективра», — хуравларĕ Валентина Семеновна банка епле килсе лекнине ыйтсан. Сăмах май каласан, Комсомольски ялĕнчи Хораськинсен хĕрĕсем банкра ĕçлекенсен династийĕнчен тесе калама май пур. Аппăшĕ, Полина, Госбанкра тăрăшнă, тепĕр пĕр тăванĕ Светлана та хăйĕн пурнăçне банкпа çыхăнтарнă, вăл расчетпа касса центрĕнче тимленĕ.

Паянхи кун банксем çĕнĕлле ĕçленине кашниех курса хаклама пултарчĕ пуль. Унти пĕтĕм ĕçе хальхи техника тата технологи никĕсĕ çинче йĕркеленĕ, усă куракан программăсем яланах улшăнса тăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ специалистсен вĕçĕмсĕр вĕренмелле, пурнăçпа тан пыма ĕлкĕрмелле. Çапла тăваççĕ те вĕсем, çĕнĕ меслетсемпе мелсене ĕç вырăнĕнчех хăнăхса пыраççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Аслăрах çултисем çамрăксене хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ, çамрăксем вара хальхи компьютер технологийĕсене хăвăртах алла илсе аслăраххисене пулăшаççĕ. Банк тытăмĕнче çирĕм ытла çул тăрăшакан Валентина Семеновна халь хăй те çамрăксемшĕн наставник, вĕсемпе ĕçлеме питĕ интереслине палăртать. Малтанах вара, кунта ура ярса пуссанах, хăйне те пулăшу кирлĕ пулнă. Ун чухнехи управляющине Мария Антоновна Митюковăна, тĕп бухгалтера Раиса Александровна Митюковăна паян та ăшă сăмахсемпе аса илет, çул кăтартса, вĕрентсе пынăншăн тав тăвать Валентина Андреева.

Перекет банкĕн Комсомольскинчи хушма офисĕнче, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, куç умĕнчех нумай улшăну пулса иртрĕ. Ăна юсаса сăн-сăпатне çĕнетрĕç, аслăлатрĕç. Унчченхи пек, кунта халăх тĕрткелешмест, черетсенче нумай вăхăт ирттермест. Предприяти-организацисене йышăнмалли зала уйăрни вара пуриншĕн те питĕ меллĕ: никам та пĕр-пĕрне кансĕрлемест, шавлă мар. Банк сотрудникĕсен ĕçĕ кăткăс пулсан та ĕçлемелли условисем аванланни вĕсене савăнтарать çеç, çынсене паракан пулăшусен пахалăхне лайăхрах тума та май парать. Акă, пирĕн калаçу вăхăтĕнчех Валентина Семеновна клиентсенчен документсем, укçа-тенкĕ йышăнма, тÿлев порученийĕсем яма ĕлкĕрчĕ. «Пирĕнпе яланах кăмăллăн калаçнăшăн, итлеме, ăнлантарма пĕлнĕшĕн, кирлĕ сĕнÿсем панăшăн хисеплетпĕр, тав тăватпăр Валентина Семеновнăна», — терĕ «Пайгас» кооперативăн бухгалтерĕ Е.Г.Безменова.

Ĕçре çын хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне ирттерет. Пĕрле ĕçлекенсемпе савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пайлать. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркелекен спартакиадăсене те хаваспах хутшăнаççĕ Комсомольскинчи банкирсем. Валентина Андрееван асĕнче 2002 çулта Шупашкарта иртнĕ çакнашкал мероприятие кайни халĕ те упранать. «Спорт вăййисем коллектива чăмăртанма, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулăшаççĕ», — терĕ ертсе пыракан специалист.

Андреевсем Хирти Шăхасанта пурăнаççĕ. Валентина Семеновна кашни ир Комсомольскине юратнă ĕçе васкать, мăшăрĕ Олег вара Аслă Çĕрпÿелĕнчи пушар хурал пайĕн водителĕнче тăрăшать. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăнакан мăшăр пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Надя Хусанти медицина институтне пĕтернĕ, Чулхулара пĕлĕвне ÿстернĕ, халĕ вара — Шупашкарти 80-мĕш аптекăра медикаментсем сутас енĕпе ĕçлекен пайăн заведующийĕ. Мăшăрĕ çур сăмахранах ăнланни, хĕрĕпе кĕрĕвĕ çураçура пурăнни, пĕчĕк мăнукĕн хаваслă чĕвĕлтетĕвĕ — çаксем пурте хĕрарăма телейпе хавхалану парнелеççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика