Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ ашшĕсен канашĕ те пур

23 октября 2013 г.

Хĕрарăмсен канашĕ эпир ас тăвассах пурччĕ, ар çынсен вара халиччен пулман. Ара, ар çынсăр çемье тулли пулаймасть-çке, унăн çирĕп хул пуççийĕсĕр, шанчăклă тĕревсĕр ачасене ура çине тăратма мĕн тери йывăррине пĕлмен çын сахал. Çак çитменлĕхе пĕтерсе иртнĕ кунсенче районта ашшĕсен канашне туса хунă, унăн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В. Скворцов, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ В.Н.Курицына, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, «Слава картофелю» агрофирмăн директорĕ Х.С.Идиатуллин, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, «Слава» ЯХПК управляющийĕ М.А.Буслаев, Хырхĕрри тĕп шкулĕн директорĕ Ю.П.Алексеев, райадминистрацин ятарлă программисен секторĕн ертÿçи Ю.Н.Митюков, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн физкультура учителĕ А.Ф.Мамуткин хутшăннă. Ларăва хутшăннисем пĕр саслă пулса РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникне Сергей Горбунова ашшĕсен канашĕн председательне суйланă.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи перинаталь центрĕнче республикăри аш-шĕсен пĕрремĕш слечĕ пулать. Çак мероприятие пирĕн районти хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсен председателĕсем те хутшăнĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика