28 сентября 2013 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕ — Ваттисен кунĕ. Çак уявпа пĕрлех манăн асаттен çуралнă кунĕ пĕр килет. Кăçал вăл 75 çул тултарать.
Манăн асатте, Петр Тихонович Ядров, Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1963 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 2 çул тăван колхозра весовщикре ĕçленĕ. Каярахпа шофера вĕреннĕ. 1957 çулта салтак ретне тăнă. Германире хĕсметре виçĕ çул пулнă. Асаттене тимлĕ пулнăшăн нумай тав хучĕ, отличник паллисем парса чысланă. Салтакран таврăнсан Канаша тракториста вĕренме кайнă вăл. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсен «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме тытăннă. Асатте ĕçе яланах тирпейлĕ те тĕплĕ тума тăрăшнă. Тăван колхоза малалла аталантарнă, ял-йыш пурнăçĕ тулăх пултăр тесе чылай вăй хунă. Колхоз хирĕнче кун кунланă. Ирпе ирех тухса кайнă та каç пулттипе çеç таврăннă. Çакăн пек маттур пулнăшăн Петр Тихоновича В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ячĕпе медаль, 1973, 1974 çулсенче «Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи», 1985 çулта «Вун пĕрмĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ», 1986 çулта «Хисеп Палли» орден парса чысланă. Унсăр пуçне грамотăсемпе парнесен шучĕ те çук. 1997 çулта пултаруллă ĕçчене «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ятпа чысланă.
Вăл обществăлла ĕçре те хастар пулнă, паянхи кун та çак ĕçе хаваспах хутшăнать.17 çул ял Совечĕн депутачĕ пулнă, 34 çул суд заседателĕнче тăрăшнă.
Çемьере вăл юратнă атте, асатте, мăшăр. Асаннепе вĕсем пĕр хĕр те икĕ ывăл пăхса çи-тĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.
Ĕçлесе илнĕ наградисемпе асатте нихăçан та мухтанмасть. Вĕсене вăл чыслăн та тирпейлĕ упрать. Кăтартма ыйтсан хăйĕн пурнăçĕ çинчен хумханса аса илсе каласа парать. Асатте пур çĕрте те йĕрке пулнине юратать. Кил хуçалăхĕшĕн, çемьешĕн тăрăшать. Пире нихăçан та ятламасть, вĕрентсе калать. Асатте сăмахĕ пире хăватлă туйăнать, каланине вăл хушнă пек пурнăçлама тăрăшатăп. Эпĕ хамăн асаттене юрататăп. Вăл манăн пурнăçра тĕслĕх пулса тăрать. Хăйĕн пурнăçĕнче нихăçан та эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус таврашне çăварне хыпман. Эпĕ те, хамăн асатте пекех, ĕçчен те маттур пулма тăрăшатăп. Эпир ăна 100 çула çитиччен пирĕнпе пулма сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"