07 сентября 2013 г.
«Вăрă вăрлать те мĕн те пулин юлать, пушар нимĕн те хăвармасть», теççĕ халăхра. Çак чăнлăха пурте пĕлетпĕр пулин те, кулленхи пурнăçра темшĕн асăрханулăх, тимлĕх çинчен асра тытмастпăр çав. Çавăнпах инкексем пулаççĕ те.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 10 пушар пулнă (2012 çулта çак вăхăтра — 14), вĕсенче 407286 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çулăмра 5 строени тĕп пулнă, 10-шĕ сиенленнĕ. Пушарсен шучĕ уйрăмах Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнче ÿснĕ. Унта пĕлтĕр вут-çулăм пĕрре те алхасман пулсан, кăçал 3 пушар тухнă. Çавăн пекех Комсомольски ял поселенийĕнче те 3 хутчен «хĕрлĕ автан» хуçаланнă.
Кăçалхи пушарсен сăлтавĕсем çаксем:
— электрооборудованипе усă курнă чухне правилăсене пăхăнманни (2 тĕслĕх);
— çунакан кăмакасене асăрхаса тăманни (4 тĕслĕх);
— вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (2);
— техника юсавсăрлăхĕ (1).
Август уйăхĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче икĕ пушар пулнă. Пĕрремĕшĕ — Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи Т.В.Орешкин хуçалăхĕнче. Вут-çулăмра ун мунчин ăш-чикки çунса кайнă, мунчипе сарайĕн çивиттийĕ, çурт тăррин пĕр пайĕ сиенленнĕ. Тутар Йăвашкелĕнчи О.Г.Лухтанăн вара мунчи çунса кĕлленнĕ, сарайĕ сиенленнĕ.
Районта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма чĕнсе калатпăр. Тимлĕ пулни сире пысăк инкекрен сыхланма, пурлăхăра упраса хăварма пулăшĕ.
Н.НАЗАРОВ.
Источник: "Каçал Ен"