07 сентября 2013 г.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч заводĕнче хальхи вăхăтра 44 çын тăрăшать. Кăçалхи сезон пуçланнăранпа рабочисем 1 миллион та 800 пин штук кирпĕч çапнă, вĕсенчен 1 миллион ытла штукне хĕртсе кăларнă. Юлнисене сентябрь — октябрь уйăхĕсенче хĕртсе пĕтерме палăртаççĕ. Продукци аван сутăнать. Ăна таврари ялсемпе районсенче пурăнакансем, Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран килсе туянаççĕ. Никĕс яма, кăмака тума, шалти конструкцисене купалама аван пулнишĕн килĕштереççĕ Кĕçĕн Çĕрпÿелсен кирпĕчне, туянакансене хакĕ те тивĕçтерет.
Кирек хăш коллективри пекех, кунта та пĕр вырăнта чылай çул тăрăшакансем йышлăн. Акă, хĕртнĕ кирпĕчсене кăмакаран кăларакан Зекире Фахрутдиновăпа Вера Минетуллован, çапакан агрегатсене ĕçлеттерекен Евгений Орешкинăн, Евгений Шемякин экскаваторщикăн заводри ĕç стажĕ самаях пысăк.
Кирпĕч çапасси вĕçленнĕ пулин те, формовщицăсем пĕрре те пушă тăмаççĕ. Сырецсене вырăнтан вырăна куçарса типме пулăшаççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Нина Смирнова, Светлана Орешкина, Татьяна Соловьева, Елена Уресметова, Надежда Самсонова, Людмила Люллина, Лидия Анисимова яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хураççĕ. Елена Кондратьевăпа Александра Салмина садчицăсем пур çĕрте те хастар. Вĕри çĕрте е тусанлă ĕçре тарланă-вараланнă хыççăн рабочисене çăвăнса тасалма душ туса панă, ытти ĕç условийĕсене аванлатассишĕн те тăрăшать завод дирекцийĕ. Шалу вăхăтра тÿлеççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулин те, Василий Арсентьев водитель юратнă ĕçрен халех уйрăласшăн мар-ха. Николай Денисовпа иккĕшĕ вĕсем автотранспорта яланах юсавлă тытаççĕ, кирек хăçан та рейса тухма хатĕр.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче вара кунта ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 8 шкул ачи вырнаçнă пулнă. Çамрăк ăру ĕç çумне çыпçăнса ÿсни, аслисен опытне вĕренсе пыма тăрăшни чăннипех те аван.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"