Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт çитсен пурте унта пулатпăр

22 мая 2013 г.

Вилнĕ тăвансене асăнма кашни çулах Çимĕке тăван яла çÿретĕп. Анчах та масар çине кĕрсен чун ыратать. Кивĕ масар çинчи вил тăприсем чăтлăхра лараççĕ вĕт. Хунавсене касса уçăрах вырăнта çунтарма çук-шим? Ун чухне тирпейлĕрех пулĕччĕ. Çĕнĕ масар çинче те çакнашкал лару-тăру. Ăçта пур ун пекки?

Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăхпа калаçса масарсене тирпейлеттерме пултараймасть-шим; Çак ĕçе шкул ачисене явăçтарсан та лайăх. Чăваш ними ăçта вăл?

Çитес вăхăтра, Çимĕк çитиччен, çак пысăк ĕçе пуçăнса, масар çинче тирпейлĕх хуçаланасса шанас килет. Кăтартăр хăвăрăн ырă ĕçе.

А.СИДОРОВА.

Шупашкар хули.

Редакцие çакăн пек çыру килсессĕнех ыйтăва уçăмлатма ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Герольдович Ракчеевпа тĕл пултăмăр. Вăл çапла хурав пачĕ: «Ял тăрăхĕнче пурĕ 6 масар. Пур çĕрте те тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. Уйрăмах çак ĕçре Йăвашкел, Хирти Шăхасан, Тутар Йăвашкел çыннисем маттур. Çырура палăртнă пекех, Аслă тата Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕсенче пурăнакансем ĕçе хаваспах хутшăнмаççĕ-ха. Çавăнпа та çынсене кăмăл пулмасассăн ирĕксĕрлесе ĕçлеттерейместпĕр.

Апла пулин те масар çинче тирпейлĕх хуçалантăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Кашни çулах тасататпăр, йывăçсене касатпăр. Çÿп-çапсене тăкма тележка лартса паратпăр. Çак ĕçе ял-йыш çеç мар, хулара пурăнакансем те хастар хутшăнасса шанас килет. Пурте пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан ĕçĕ хăвăртрах та, курăмлăрах та пулĕ. Тĕслĕхрен, манăн Вова тата Сергей шăллăмсем кашни çулах Çимĕк умĕн хуларан килсе çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем хамăр тăвансен вил тăприйĕсене çеç мар, масар территорине тирпейлес ĕçре те тăрăшаççĕ. Çавăнпа та эсир те çак ĕçе хутшăнма пултаратăр».

РЕДАКЦИРЕН: Масарсене тасалăхра тытасси районти кашни ялах пырса тивет. Çывăх çынсем çут тĕнчерен уйрăлсан пытарма, вĕсене асăнма сăваплă çак вырăнта кашнинех пулма тивет-çке. Çавăнпа та унта пырса кĕме кăмăллă пултăр тесен чĕррисен тирпейлесе тăмаллах çăвасене.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика