Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Героя асра тытса

25 апреля 2012 г.

Çĕрпÿел тăрăхĕ ĕçчен, хастар, пултаруллă çынсемпе пуян пулнă, пулать те. Тĕслĕхрен, Хирти Шăхасан ялĕ хăйĕн манăçми ывăлĕпе, Социализмла Ĕç Геройĕпе Л.Н.Акчуринпа мухтанать.

Эпир, çак тăрăхра пурăнакансем, унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр. Çавна май кашни çулах, Мăн кун эрнинче, паттăра асăнса Хирти Шăхасан ялĕнче шашка, шахмат турнирĕ иртет. Кăçал турнирта пурĕ 3 команда вăй виçрĕ. Кашни командăра 5-шер çын: пĕр шахматист тата тăватă шашист. Вăййа йĕркелесе ертсе пыракансем Н.П.Афанасьевпа А.П. Школьников пулчĕç. Сăмах май, шкул ачисен командинче Геройăн тăванĕ, Альберт Акчурин ăмăртнă.

Хĕрÿ тупăшура В.И.Соловьев команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Турнирти чи çамрăк шашист И.Родионов (6 çулта), чи асли П.Д.Лукиянов (85 çулта) пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене, турнира хастар хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Турнир çÿлти шайра иртнинче Леонтий Николаевичăн тăванĕсен — И.П.Акчуринан, В.Н. Акчуринăн, Е.А.Акчуринан, С.В.Акчуринăн, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн администрацийĕн тÿписем пысăк.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика