28 января 2012 г.
«Аса илĕр мана...» — çак ятлă кĕнекен презентацийĕ Çĕнĕ Шупашкарти краеведени музейĕнче кăрлачăн 24-мĕшĕнче пулчĕ. Кăларăма пирĕн ентеш, Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ композитор Евгений Федоров кĕвĕленĕ юрăсене кĕртнĕ. Вăл Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕ пулнă. Евгений Антонович çавăн пекех чăваш халăх юррисене илемлетес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ, вĕсем те ку кăларăмра вырăн тупнă. Композиторăн пултарулăхĕнчи тĕп тематика – тăван тавралăх, çут çанталăк илемĕ, тăванлăх, юрату. Вăл ачасем валли те илемлĕ юрăсем кĕвĕленĕ. Шел пулин те, авторĕ чире пула çак куна кĕтсе илеймен, 2011 çулхи çурла уйăхĕнче вăл 75 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
«Аса илĕр мана...» презентаци-асăну каçне ЧР Композиторсен ассоциацийĕн, Чăваш Писателĕсен союзĕн членĕ Клара Осокина ертсе-йĕркелесе пычĕ. Унта Евгений Антоновичăн мăшăрĕ Нина Якимовна, тăванĕсем, композиторăн пултарулăхне хаклакансем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем хутшăнчĕç. «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, Комсомольски район администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ Василий Васильев, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕр Вениамин Артемьев та уява килнĕ. Вĕсем паллă çыннăмăрпа çыхăннă самантсене аса илчĕç, унăн ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн юрри-ташшине куракансем хапăлласа йышăнчĕç.
Клара Осокина, Вера Никонорова юрăçсем, Раиса Сарпи сăвăç тата ыттисем те пирĕн ентешĕмĕр çинчен ырăпа аса илчĕç, вăл кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"