Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вутĕнче çуннисене, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра

27 марта 2010 г.

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 447 çын тухса кайнă, вĕсенчен 228-шĕ таврăнайман. Çапах та никам та манăçман — чĕррисем те, çапăçу хирĕнче пуç хунисем те, вăрçă суранĕсене пула пирĕнтен çамрăклах уйрăлнисем те...

Иртнĕ кĕçнерникун, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн артисчĕсем малалла тăсса районти культурăпа кану центрĕнче куракансене пысăк концертпа савăнтарчĕç. Нумай юрă, ташă, сăвă пулчĕ унта. Аслă Отечественнăй вăрçăпа, Çĕнтерÿпе тата паянхи мирлĕ пурнăçпа çыхăннă темăсене вĕсем туллин çутатрĕç.

Кану каçне аслăçĕрпÿелсем «Годы славные-годы боевые» театрализациленĕ представленипе пуçларĕç. Ун хыççăн ял поселенийĕнчи пĕрлештернĕ хор «Прощание славянки» юрăпа сцена çине тухрĕ.

Капăр тумланнă чăваш пикисемпе Н.Карсаковапа, Ю.Соколовапа, Д.Васильевапа пĕрле çар тумĕ тăхăннă А.Автономов «Смуглянка» юрăпа залри çынсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Çавăн пекех Л.Чернов, Г.Ракчеев тата А.Иванов шăрантарнă «Потому что мы пилоты» юрă куракансен кăмăлне кайрĕ.

Маргарита Григорьева, 2009 çулта «Юррăмсем-çунатăмсем» конкурсра «Чи лайăх сăвăç» ята тивĕçнĕскер, хăй хайланă «Блокадные дети» юррипе пухăннисене хумхантарчĕ. Çав вăхăтра вăрçăн хăрушă саманчĕсене сăнлакан ÿкерчĕксемпе ятарлă презентаци кăтартни чыла-йăшĕн куçĕнчен куççуль кăларчĕ. Юрăçа куракансем нумай вăхăт хушши алă çупса тав турĕç.

Концерт программинче районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕ И.М. Сыразетдинов юрăпа сцена çине тухни хăйне евĕрлĕ илем кÿчĕ. Ильшат Минталинович куракансене тутар юрри парнелерĕ.

С.Герасимовăн «Яблочко» ташши пурне те килĕшрĕ. Чуна хумхантаракан, чĕрене витĕрекен номерсем татах та пулчĕç концертра. «Кану каçĕнче «Тăван ен — Çĕрпÿел тăрăхĕ» ятлă электронлă майпа презентаципе Г.Любимова тĕп библиотекарь паллаштарчĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, ĕçченсем фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Программăна В.Ефимовăпа Е.Рябчикова вĕрентекенсем ертсе пычĕç.

Малалла фестивале тăсса апрелĕн 8-мĕшĕнче урмаелсем культурăпа кану центрĕнче концерт параççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика