Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔНЕКЕСЕМПЕ ПУЯНЛАТРĔÇ

09 августа 2008 г.

Чăваш Республикинче кăçалхи çула «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе палăртнă. Апла пулсан кашнинех сăваплă, çынна пулăшу кÿрекен ĕçсем пурнăçламалла. Пирĕн тĕслĕх библиотека та ку енĕпе айккинче тăмасть. Халăх хушшинче ытларах пулса çак ырă пулăма сарас тесе тăрăшатпăр. Çынсемпе калаçусем ирттеретпĕр, ăнлантару ĕçĕсем тăватпăр, паха тĕслĕхсемпе паллаштаратпăр. Пĕр-пĕрне ырă тăвасси йăлана кĕтĕр тесе тăрăшатпăр.

Ачасемпе тĕл пулнă май ватăсем çине тимлĕх ытларах пулмаллине, вĕсем çамрăксен пулăшăвне кĕтнине ăнлантаратпăр. Библиотекăна çу кунĕсенче ял ачисем çеç мар, хуларан килнисем те çÿреççĕ. Вĕсемпе нумаях пулмасть «Ырă ĕçе — анлă çул» ятлă кану каçĕ ирттертĕмĕр. Ачасем унта хастар хутшăнчĕç, аслисен сăмахĕсене тимлĕн итлерĕç. Ял халăхĕ библиотекăна кĕнеке илме, хаçат-журнал вулама çÿренипе пĕрлех пулăшу та пама тăрăшать. Акă, Фаина Романова аллă ытла, Антонина Сапожникова тĕрлĕ чĕлхепе, темăпа çырнă çирĕм ытла кĕнеке парнелерĕç. Çакă мар-и ыркăмăллăх утăмĕ?

Елена Арсентьевна медсестра библиотекăна илемлĕ журналсемпе пуянлатрĕ. Ку ырă йăла малашне те пурнăçа кĕрсе пырсан, пирĕн савăнмалли çеç юлать. Эпир вара библиотекăна килекенсене хаваспах кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тивĕçтерĕпĕр. Тĕрлĕ тематикăпа выставкăсем йĕркелени, кану каçĕсем ирттерни те паха тесе шутлатпăр. Нумаях пулмасть, акă, Кульмаковсен ылтăн туйне халалласа савăнăçлă каç ирттертĕмĕр. Кун пек мероприятисене йĕркелессине малашне те йăлана кĕртсе пырасшăн. Умра татах тĕллевсем нумай. Ял çыннисем, ачасем малашне те пирĕнпе çыхăну тытса тăрасса, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнасса шанатăп. Кĕнеке пурнăçра кашнинех пулăшать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика