28 июня 2008 г.
Кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 82 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсем çулталăкĕпех пĕлÿшĕн, тавракурăма ÿстерессишĕн тăрăшрĕç. Кружоксене, секцисене, практика занятийĕсене çÿрерĕç, тĕрлĕ конференцисене хутшăнчĕç. Шкулăн обществăлла ĕçĕсене те туллин пурнăçларĕç. Тăрăшсан çитĕнÿ пулатех. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче те хăйсен пĕлĕвне туллин кăтартрĕç. Чылайăшĕ “5”, ”4” паллăсене тивĕçрĕç. Чи савăнтараканни, шкулта ĕçлекен учительсен ĕçне палăртаканни — Екатерина Даниловăна, Мария Белковăна, Дария Тихоновăна, Игорь Кузьмина «Вĕренÿри çитĕнÿшĕн» ылтăн медальпе чыслани. Кĕмĕл медаль — 13-вĕренекенĕн. Шкулта малалла пĕлÿ пухакансен камсенчен тĕслĕх илмелли пур. Шкул коллективĕ те ачасене тарăн та паха пĕлÿ парассишĕн тăрăшĕ.
Источник: "Каçал Ен"