Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Лагерьти хаваслă кунсем

18 июня 2008 г.

Çуллахи каникул ачасемшĕн чăн-чăн ырлăх. Ачасем хулара, ялта, лагерьсенче канаççĕ. Çак вăхăтра канăва усăллă йĕркелени те паха. Акă, пирĕн шкулта та кану лагерĕ ĕçе пикенчĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура Н.А.Атласкин уçрĕ, кану ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕ. Ачасем лагерь ялавне çĕклерĕç, юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Пурте хаваслă, кулаççĕ, савăнаççĕ, çуллана ырлаççĕ. Лагерьте çирĕплетнĕ планпа паянхи куна 120 ача канать. Ачасем валли выляма чылай спорт хатĕрĕ туянтăмăр, тĕрлĕ вăйăсем йĕркелетпĕр. Кружоксем те ĕçлеççĕ. “Пирĕн тăван тавралăх” (ертÿçисем Г.Терентьев, Е.Длинова), юрăпа ташă (ертÿçи Т.Титов) кружокĕсене ачасем хаваспах çÿреççĕ. Фотостудипе те туслă вĕренекенсем.

Лагерь ĕçлеме пуçласанах ачасем хăйсен хушшинче «правительство» çыннисене суйларĕç: П.Дмитриев — культура министрĕ, В.Галкин – физкультурăпа спорт министрĕ, В.Козлов -- çыхăну министрĕ. Вĕренекенсем пурте пĕр саслă пулса К.Долговăна президент пулма шанчĕç. “Хĕвел” кану лагерĕнче 6 ушкăн. Пурин те хăйĕн сăвви-юрри, девизĕ, ертÿçи. С.Игонина, О.Матвеева, Н.Львова, А.Титова, Г.Терентьев, Л.Галкина, Е.Длинова, А.Артемьева, Т.Лапшина, Е.Пушкарева, Р.Белкова, И.Саванина воспитательсемпе лагерь директорĕ Н.Атласкин ачасен канăвне тулли те кăсăклă ирттерес тесе сахал мар тăрăшаççĕ.

Акă, вĕренекенсем районти чылай организаципе предприятие çитрĕç. 31-мĕш пушар чаçĕнче пулса курчĕç. Кунта вĕсем тĕрлĕ техникăпа паллашрĕç. Ĕçченсем пушар хăрушă пулнине асăрхаттарчĕç. Çавăнпа та вут-кăварпа тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма сĕнчĕç.

“Хаваслă стартсем”, “Джунгли зовут” вăйăсем йĕркелени ачасен кăмăлне каять. Музыка учителĕ Т.Титов чылай юрă вĕрентет. Н.Мельникова психолог тĕрлĕ тренингсем йĕркелет. “Комсомольское” культурăпа кану центрĕнчи ĕçченсем те пире тарават кĕтсе илчĕç. Г.Бормотина директор центрпа паллаштарчĕ, Н.Полякова тĕрлĕ вăйăсем йĕркелерĕ. Пурте дискотекăра ташласа киленчĕç. Ю.Федорова, П.Кутаркин, П.Дмитриев чи илемлĕ ташлакансем пулчĕç. Районти тĕп библиотекăна та çитсе куртăмăр. Ачасем унти хаçат-журналсемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, мультфильмсем курчĕç.

Канакансемпе вожатăйсем Афган вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Александровка тĕп шкулĕн ачисемпе футболла выляса вăй виçрĕç. Кунта туслăх çĕнтерчĕ. Луцки чиркĕвĕн настоятелĕпе Виталий аттепе тĕл пулни те ачасен асĕнче юлĕ. Виталий атте кашнинех хĕрес парнелерĕ, чейпе сăйларĕ.

Лагере ачасем тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Хăйсене тутлă та сĕтеклĕ апат çитернĕшĕн М.Гадельянова, О.Батманова, Н.Дмитриева, М.Абдулханова поварсене чĕререн тав тăваççĕ.

Чăнах та, ачасен канăвне туллин те усăллă ирттерес тесе шкул дирекцийĕ, воспитательсем нумай тăрăшаççĕ. Вĕсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Ачасене малашне те хăйсен сывлăхне çирĕплетме, канăва усăллă йĕркелеме сунас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика