Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » КАЛАРĂШСЕН УТРАВĔНЧЕ, ĂШĂ КĂМĂЛ ХУЛИНЧЕ

15 марта 2008 г.

Чăваш Республикинче 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшатпăр. Акă, иртнĕ эрнере Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ Р.Свистунова, класс ертỹçи Е.Сереброва " Чтобы радость дарить, надо добрым и вежливым быть" ятпа интереслĕ те кăсăклă мероприяти ирттерчĕç. Ачасем Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа савăк юрăсем, сăвăсем, инсценировкăсем хатĕрленĕ. В.Мурзаевăпа А.Галкин Мальвинăпа Буратино рольне калăплани вĕренекенсен кăмăлне кайрĕ. А.Серебров, Н.Абимова, Л.Карсакова, А.Чукмарев, И.Каюков, А.Романова сăвăсемпе такмаксене илемлĕ шăрантарчĕç. Компьютерпа усă курса ха-тĕрленĕ презентацие савăк кăмăлпа курчĕç. Кĕнекесенчен йĕркеленĕ выставкăпа та ачасем савăнсах паллашрĕç. Ырă сăмахсем калас енĕпе ирттернĕ викторинăра та ачасем маттур пулчĕç. Вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсен, каларăшсен утра-вĕнче, ырă, ăшă кăмăл хулинче пулса курчĕç. Ачасем мероприятипе кăмăллă юлчĕç, вăл вĕсемшĕн чăннипех те усăллă пулчĕ. Малашне те вĕренекенсем ырă кăмăллă та сăпайлă пулма шантарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика