Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » КОМСОМОЛЬСКИСЕМ - ÇĔНТЕРỸÇĔСЕМ

22 декабря 2007 г.

Хальхи вăхăтра пурнăçăн пур сферинче те информаципе коммуникаци технологийĕ пысăк вырăн йышăнать. Çĕнĕ йышши технологи хатĕрĕсемпе вĕрентỹ ĕçĕнче анлă усă курас енĕпе педагогсем юлашки çулсенче чылаях пысăк утăмсем тăваççĕ. Раштавăн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Вĕрентỹ институтĕнче "Современные тенденции использования ИКТ в профессиональной педагогической деятельности" темăпа семинар иртнĕ. Унта хутшăннисем - уроксенче компьютерпа анлă усă курса ĕçлекен учительсем, шкулсем хушшинчи методика центрĕн ертỹçисем, преподавательсем. Семинарăн пĕрремĕш кунĕнче шкулсен методика центрĕсен сайчĕсене тишкерсе хак панă. 27,5 балл пуçтарса Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика