Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » СУМА СУНИ ПАХА

19 декабря 2007 г.

Районта кашни çулах ЧР тава тивĕçлĕ агрономне В.В.Лисицына асăнса Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ шахматла выляса ăмăрту ирттерет. Кăçалхи çул та йĕркелерĕç ăна. Ăмăртăва шахмат спортне юратакансем çеç мар, В.Лисицына хисеплекенсем те чылайăн килчĕç. Тупăшăва уçнă май М.Р.Минатуллин "Комсомольский" совхозра нумай çул тĕп агрономра ĕçленĕ Вадим Васильевич пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ырăпа асăнчĕ. Ăмăртăва кăçал чылайăн хутшăнчĕç. Çавăнпа та вăл вăрăма тăсăлчĕ. Пурте çĕнтерỹшĕн тăрăшрĕç. Н.Индюков судья вăйă мĕнле пынине сăнаса тăчĕ. Пĕрремĕш вырăна хĕрỹ тупăшура Г.Г.Скворцов çĕнсе илчĕ. В.И.Пундяков иккĕмĕш пулчĕ. Б.А.Веков виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕ-сене М.Минатуллин хаклă парнесем пачĕ. Вăл В.Лисицына асăнса Виçпỹрт ялĕнче 4 гектар çине йывăçсем лартса хăварас тĕллевлĕ пулнине те палăртрĕ. Нумай çул ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ, хисеплĕ çынна сума суни паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика