01 декабря 2007 г.
Хальхи медицина тĕрлĕ эмелпе пуянни чир-чĕртен сывалма, профилактика ĕçне тума нумай пулăшать. Çапах та донор юнĕ - чи кирли тата пахи. Унран хатĕрленĕ ытти препаратсемпе те сиплев ĕçĕнче питĕ анлăн усă кураççĕ. Юн вăл - пурнăç "сĕткенĕ". Тĕрлĕ сăлтава пула кĕлеткере унăн виçи чакма пултарать. Хăшпĕр чухне операци тунă, суранланнă çынсене юн ямалла пулса тухать. Ал айĕнче çак питĕ кирлĕ япала çителĕклĕ пулсан аван-ха. Пĕр-пĕр самантра юн пурри çынна вилĕмрен çăлса хăвармалли шанчăк пулса тăрать. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем донор пулма килĕшекенсемпе сахал мар ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть Кĕçĕн Каçалти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне Донор кунĕ ирттерме Канашран ятарлă бригада килчĕ. План тăрăх çак сăваплă ĕçе хутшăнма 50 çын кирлĕччĕ. Юн пама кăмăл тунисем 72 çынна çитни питĕ савăнтарчĕ. Кĕçĕн Каçал, Асанкасси, Хырхĕрри, Эткер, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕсенче пурăнакансене ырă та ăшă сăмахсемпе тав тăвас килет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çулсерен юн парас енĕпе пуçарулăх кăтартать. Кĕçĕн Каçалти Е.Рыжова, пĕртăван Ю. тата А. Минюковсем, Н. тата Г.Маринсем, Эткерти А.Лапшина, Асанкассинчи З.Чижикова, А.Копташкина, Хырхĕрринчи Н.Ванюшкина, Т.Сугорова, Л.Федорова, В.Петрова, М.Казикова, А.Воробьев ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Медицина ĕçченĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Чирлĕ çынсене яланах пулăшма хатĕр шур халатлă А.Мавлютова, Е.Григорьева, Н.Козлова, В.Григорьева, Т.Школьникова, А.Хлебникова хăйсем те сăваплă ĕç турĕç, ыттисене те пысăк та пархатарлă ĕçе хутшăнтарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"