Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » КĔРХИ ÇУЛÇĂСЕН ТАШШИ

31 октября 2007 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем кĕрхи бал ирттерме тĕплĕн хатĕрленчĕç. Уяв виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне 6-мĕш "а" класс ачисем илме тивĕç пулчĕç. Вĕсем уйрăмах кĕрхи тумпа, юрă-ташăпа уйрăлса тăчĕç. З.З.Галимзянова класс ертỹçи "Шурă хурăн" юрăпа ташă композицине аван йĕркеленĕ. Çавăн пекех С.А.Жукова, А.Г.Терентьева класс ертỹçисем те ачасене уява тĕплĕн хатĕрленĕ. Иккĕмĕш тапхăрти çĕнтерỹçĕсем - 7-мĕш "б" класра вĕренекенсем. Е.С.Свининан фантазийĕ питĕ анлă. Çакна эпир кĕрхи тумра та, видеоклипсенче те, рекламăра та, апат-çимĕçре те куртăмăр. Жюри членĕсене чи лайăххисене суйласа илме йывăр пулчĕ. Мĕншĕн тесен Л.А.Афанасьева, Н.В.Сереброва, Н.Г.Львова класĕсенче вĕренекенсем те питĕ пултаруллă. 3-мĕш тапхăрта вара чи маттуррисем 10-мĕш "б" класс ачисем пулчĕç. Вĕсем хăйсене чăн-чăн сцена ăстисем евĕр тытрĕç. З.Г.Чернова йĕркеленĕ, Алла Индюковăпа Даша Юманова чăн чăвашла лартнă сценка пурин кăмăлне те кайрĕ. Уява аслă классенче вĕренекенсем питĕ активлă хутшăнчĕç. Зал тулли пулчĕ. А.В.Прокопьева, С.В.Михайлова, С.И.Афки класс ертỹçисем уяв ачасене килĕштĕр тесе чылай тăрăшрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика