Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ПРАÇНИК ТЕ, СУЙЛАВ ТА

06 октября 2007 г.

"Эмитрон" завод фи- лиалĕнче ĕçлесе пенсие тухнисем сахал мар, çитмĕл çын ытла. Тахçанах хупăннă предприяти ветеранĕсене "Тав" фирмăпа "Промкерамика" предприяти хăйсен хỹттине илнĕ, манмаççĕ кунти ватăсене. Кăçал та вĕсене Ваттисен кунне савăнăçлă лару-тăрура ресторанта ирттерме май туса панă. Уява пуçтарăннисем малтан отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерме йышăнчĕç: Устав тăрăх кашни икĕ çулта отчетпа суйлавсем иртмелле. Ветерансен пуçламăш организацийĕн совечĕ отчетлă тапхăрта мĕнле ĕçлесе пыни çинчен унăн председателĕ Т.Г.Краснова отчет туса пачĕ. Пуху пуçламăш организаци отчетлă тапхăрта çителĕклĕ ĕçленĕ тесе хакларĕ. Уяв сĕтелĕ хушшине ларнă ветерансене Н.С.Смирнова ăшшăн саламларĕ. Ветерансене "Промкерамика" завод директорĕ В.Г.Васильев, предприяти учредителĕ В.П.Ермилов, "Промкерамика" завочĕн директорĕ пулнă, халĕ Асанкасси поселени пуçлăхĕнче ĕçлекен А.В.Озеров, районти ветерансен совечĕн председателĕн заместителĕ Р.П.Моисеев уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ватăсене ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç. Уява савăнăçлă ирттерес тесе яланхи пекех Н.С.Смирнова пысăк ăсталăхпа тăрăшрĕ. Уйрăммăн та, ушкăнпа та кăмăла çĕклекен юрăсем юрласа уяв самантне илемлетрĕç. Хаваслă, çĕк-ленỹллĕ музыка янăрасан пурте ташă картине тухрĕç, çамрăк чухнехи пекех çăмăллăн ташша ячĕç. Завод ветеранĕсем тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă. Пĕр-пĕрне иртнĕ уяв хыççăн пĕртте курман-мĕн. Калаçмалли, аса илмелли нумай пулчĕ. Çакă та ватăсен кăмăлне çĕклерĕ, вăй-хал хушнă пек туйăнчĕ. Ресторанта ĕçлекенсем уява пухăннисене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Ватăсем çак уявпа кăмăллă пулчĕç. Уява çỹллĕ шайра ирттерме май туса панăшăн спонсорсене, вĕсене çирĕм çул ытла ертсе пынă Таисия Гавриловна Краснована тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика