05 сентября 2007 г.
Пĕлỹ кунĕ - ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те чи паллă уявсенчен пĕри. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те ăна анлăн уявларĕç. Пухăннисене чи малтанах шкул директорĕ А.С.Терентьев саламларĕ. Вĕренỹ çулне çĕнĕ вăй-халпа, тулли ĕмĕтпе пурнăçламаллине каларĕ. "4", "5" паллăсемпе вĕренекенсене грамотăсем пачĕ. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче вĕсем 86-ăн пулнă. Çавăн пекех ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ А.Белов сăмах илчĕ. Пурне те Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ - уйрăмах 1-мĕш класа каякансемшĕн асра юлакан кун. Пуçласа шкула кайни, парта хушшине ларни ĕмĕрлĕхех асра юлать. Пурте илĕртỹллĕ тумланнă, шурă бантпа, алăра чечек çыххи. Пĕчĕкскерсем сăвă каларĕç, юрă шăрантарчĕç. Хăюсăртарах пулин те, хăйсене маттур тытаççĕ. Вĕсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Вăл пурне те класа кĕме, парта хушшине ларма йыхравларĕ. Умра - пĕлỹ тĕнчи. Пĕлмелли, паллашмалли, вĕренмелли чылай. Пурте тăрăшса вĕренĕр! Эсир - çĕршыв пуласлăхĕ.
Источник: "Каçал Ен"