29 августа 2007 г.
Чăваш халăхĕн паллă юрăçи Эмине пирĕн районти Виçпỹрт ялĕнче çуралнă. Ăна чăваш саркайăкĕ, илемлĕ юрăçи тенĕ. Вăл шăрантарнă юрăсене кашниех лайăх пĕлет, чун-чĕре ăшшипе юрлать. 1906 çулта Эмине сăввисене А.Князев учитель çырса илнĕ. Республикăра та, районта та юрăçа чунтан юратаççĕ. Эминене яланах асра тытса сума сăваççĕ. Акă, августăн 25-мĕшĕнче чăваш сăвăçин, юрăçин тăван ялĕнче поэзи каçĕ иртнĕ. Уява сумлă хăнасем - Чăваш Республикин писательсен союзĕн председателĕ Михаил Юхма, Маргарита Гурьева, Чĕкеç Люççи, Владимир Васильев, Владимир Захаров, Нина Ижедеркина поэтсем, Марина Шуракăш юрăç, Роза Ахтимирова профессор Эмине юрăçа аса илме, сума сума килнĕ. Çавна май районти культура пайĕн ĕçченĕсем те уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Культура пайĕн ертỹçи В.С.Васильев, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров чăваш халăх саркайăкне ăшшăн аса илнĕ. Виçпỹрт ялĕнче Эмине ячĕпе пусă туса хума палăртнă. Районта Эмине юрăçа юратса çулсеренех "Чăваш саркайăкĕ" юрăсен фестивальне йĕркелеççĕ. Виçпỹртри поэзи каçне ял-йыш та йышлăн пухăннă. Уяв каçне Эминен "Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ" юррипе пуçланă. Сумлă хăнасем Эмине пултарулăхне ăшшăн аса илнĕ, вăл тĕлĕнмелле çын пулнине палăртнă. Нумай сăвă вуланă. Виçпỹртсем унпа чăннипех мухтанаççĕ, ăна асра тытаççĕ. Уява хутшăннă кашни çемьенех Эмине пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырнă "В моей руке два белых платка" кĕнеке парнеленĕ.
Источник: "Каçал Ен"