16 мая 2007 г.
Эпĕ пынă чухне пÿлĕмре шăпчĕ. Ю.Косова воспитательница пушаннă вăхăтра хут çырса ларать иккен. «Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсем çывăраççĕ-ха, - терĕ мана кĕтсе илнĕ май. Тарават та ăш-пиллĕ хĕрарăм вăл. Кашнинпех чунне уçса, çепĕç сăмахлать. Ачасем те ăна юратаççĕ, коллективра хисеплеççĕ.
Юлия Минулловна Виçпÿрт ялĕнче кун çути курнă. Шкулта пĕлÿ пухнă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Мăшăрĕ те, Геннадий Николаевич, Виçпÿртсемех. «Малтан вĕсем çемйипе Алтай тăрăхне тухса кайрĕç. Унтах тĕпленсе пурăнчĕç. Гена салтак хыççăн тăван ялах таврăнчĕ», - каласа парать Юлия Минулловна. Вĕсем 1975 çулта çемье çавăрнă. Геннадий Николаевич районти «Сельхозтехникăра» ĕçе пикеннĕ, Юлия Минулловна «Пилеш» ача садне вырнаçнă. Тăхăр çул поварта ĕçленĕ. Шупашкарти педагогика училищинче воспитатель профессине илнĕренпе ачасемпе ĕçлет. «Ачасене юрататăп. Ирхине кашнинех тарават кĕтсе илетĕп. Хăшĕ те пулин килмесен вара пăшăрхансах ÿкетĕп. Пысăк çемьере такам çитмен пекех туйăнать»,- тет сăмахне малалла тăсса Юлия Минулловна.
Косовсем пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Алинăпа Ирина хĕрĕсем çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Пĕри – Комсомольскинчех, тепри Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Наташа районти налук службинче ĕçлет. Левик ывăлĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕрремĕш курсра, Марина Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе çитĕнтереççĕ. Мăнукĕсемпе чунтан хĕпĕртеççĕ.
Юлия Минулловна хăй те çемьере асли пулнă. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене чылай пăхнă, амăшне пулăшма тăрăшнă. Пĕр тăвансем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Пысăк йышпа, пурте пĕрле пухăнсан уйрăлми калаçаççĕ, савăнаççĕ, юлаççĕ. Туслă та йышлă çемьере телейпе юрату, ăнлану хуçаланаççĕ.
Источник: "Хыпар"