28 апреля 2007 г.
Пурте пĕлетпĕр, хальхи вăхăтра вĕрентÿре информатизаци ыйтăвĕсене пысăк вырăна хураççĕ. Çак тĕллевпе юлашки вăхăтра пур шкулсем те компьютерсемпе тата ытти вĕрентÿ ха-тĕрĕсемпе пуянлансах пыраççĕ. Анчах та кунпа пĕрлех вĕрентекенсен пĕлĕвне те ÿстерме тăрăшмалла. Пирĕн республикăра «Вĕрентÿ системине информатизацилесси» проект вăя кĕнĕ.
ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче кăларнă 43-мĕш приказĕпе килĕшÿллĕн республикăри база шкулĕсенче тата ресурс центрĕ-сенче 25 методика центрĕ уçма палăртнă. Пирĕн районта шкулсем хушшинчи методика центрне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче уçма йышăннă. Ку центрăн тĕп тĕллевĕ — районти шкулсенчи 75 учительпе 72 сехетлĕ информатизаци енĕпе тÿлевсĕр вĕрентÿ курсне ирттересси. Кун пирки шкулпа Чăваш вĕрентÿ институчĕ договор туса алă пуснă ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере 2-мĕш вăтам шкулта методика центрне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А. Максимов, Чăваш вĕрентÿ институчĕн сотрудникĕ М.В.Анисимов, районти пĕтĕм шкул директорĕсем хутшăнчĕç, хĕрлĕ хăю касрĕç. Шкулти информатикăн икĕ кабинетĕнчи пурлăхпа паллашрĕç, малалли тĕллевсене палăртрĕç. Центрăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи 25 учитель хăйсен пĕлĕвне ÿстерме пуçăнчĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе вĕрентÿ курсне ятарласа хатĕрленнĕ информатика учителĕсем Л.Н.Глинкинăпа П.В.Родионов ĕçлеççĕ. Çÿлерех асăннă проектпа ятарласа вĕреннĕ учительсем хăйсен пĕлĕвĕсене малашне шкул ачисем патне хаваспа çитерессе шанас килет. Вĕсем информатизаципе компьютер технологийĕн вĕренÿри кăткăс ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç. Проектпа килĕшÿллĕн çак ĕç районта çулталăк вĕçленичченех пымалла.
Источник: "Каçал Ен"