04 апреля 2007 г.
1977 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче районта культура таварĕсем сутмалли пĕрремĕш магазин уçăлнă. Вăл хальхи "Хозтовары" магазин вырăнĕнче пулнă. Пуçласа Роза Борисовна Свинина заведующире ĕçленĕ. Зоя Лапшина, Раисăпа Валентина Красновасем сутуçăра ĕçленĕ. Вăл вăхăтра магазин витрини пуян: хуткупăс, горн, параппан туянма май пулнă. 1983 çулта "Универмага" хута ярсан, культура таварĕсене сутакан магазина унта куçараççĕ. Паян кун кунта халăх ыйтăвне тивĕçтерекен пур тавар та пур. Канцеляри таварĕсенчен пуçласа кил-çуртра усă курмалли техника таранах. Лидия Семенова, Надежда Костригина, Перасковья Мокеева сутуçăсем, Татьяна Венедиктова уйрăм заведующийĕ туянакасемпе яланах тарават. Кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ, сĕнỹ-канашпа пулăшаççĕ. Уйрăмра чылай çул ĕçлеççĕ, шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ. "Суту-илỹ çурчĕ" ООО директорĕ Ирина Кочанова та таварсемпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçре маттур. Таварсен ассортименчĕ те пуян, пахалăхлă. Халăх кунта яланах йышлă çỹрет. Кăмăла каякан япаласем тупма та, туянма та кунта çăмăл.
Источник: "Каçал Ен"