Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ÇĔНТЕРỸПЕ ТАВРĂННĂ

17 марта 2007 г.

Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕпе мартăн 5-мĕшĕсенче Сочи хулинче халăхсем хушшинче культурăпа традицине аталантарассипе "Раççей таланчĕсен союзĕ" çамрăк юрăçсен фестивалĕ иртнĕ. Чăваш Ен чысне пирĕн район хĕрĕ Ольга Буслаева хỹтĕленĕ. Вăл "Пилеш" ача садĕнче музыка руководителĕнче ĕçлет. Районта, республикăра иртекен конкурссене хастар хутшăнать, çепĕç юрăсем шăрантарать. Оля каласа панă тăрăх, фестиваль программи пуян, хăйне евĕрлĕ пулнă. В.Михайлов, А.Журбин композиторсен уяв каçĕ, туслăх йывăçĕсене лартни, "Планета ачисем - планета çинчи миршĕн!" театрла представлени, Сочи хулинчи хĕллехи театрти гала-концерт, "Виват, фестиваль!" фестивале хутшăннисем валли йĕркеленĕ дискотека, конкурс саманчĕсем, паллах, ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Ольга Буслаева хăйĕн "Посвящение матери" юррипе палăрнă. Пĕтĕм халăхсен фестивалĕн "Эстрадный вокал" номинаци дипломанчĕ пулса тăнă. Эпир ăна çĕнтерỹпе саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр. Районта пултаруллă юрăçсем пурришĕн мухтанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика