06 августа 2021 г.
— Малтанах, паллашнă чухне, манран чылай çул аслă вĕт-ха вăл текен шухăш вĕлтлетрĕ. Кăмăлăма çавăрчех Емельян… 50 çул пĕр-пĕрин чĕри таппине туйса пурăнатпăр, кăмăл-туйăма куçран пăхса ăнланма вĕренсе çитрĕмĕр. Мăшăрăм маншăн Турă пилленĕ телей пулнине пурнăç çирĕплетсе пачĕ, — тет Девора Гавриловна мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.
— 1971 çулта Патăрьел районĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Хăнана тăвансем çеç мар, иксĕмĕрĕн ĕçтешсем те пуçтарăнчĕç. Эх! Савăнăçлă та шавлă пулчĕ туй, — аса илет Емельян Васильевич.
Пурнăçăн анлă çулĕпе аллисене вĕçертмесĕр утнă Спиридоновсем пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ ывăла тата пĕр хĕре пурнăç парнелесе çитĕнтернĕ. Паянхи кун телейлĕ мăшăр пилĕк мăнук тата пĕр мăнмăнукпа савăнать.
Вĕсем чылай çул район хаçатне «Каçал ене» çырăнса илеççĕ.
— Пурнăç никамăн та пĕр тикĕс килмест. Çемьере савăнмалли те, кулянмалли те пулать. Çамрăк мăшăрсене вара çакăн пек сĕнÿ паратпăр. Савăнăçлă самантсенче мăшăрпа пĕрле пулмалла, йывăрлăхсемпе хуйха çурмалла пайламалла», — тет 50 çул каялла çемье çавăрнă «çамрăк мăшăр».
Спиридоновсене çемье юбилейĕпе саламлатпăр тата нумай çул телейпе, сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
С.ВИШНЕВА
Источник: "Каçал Ен"