Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чи шанчăклă мел – прививка тутарни

09 июля 2021 г.

Чăваш Енре пурăнакансене коронавирус чирĕнчен вакцина тăвас ĕç малалла пырать. Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра 293000 çын прививка тунă, вĕсенчен 170000-шĕ вакцинăн 1-мĕш компонентне тутарнă, 123000 çын — пĕтĕмĕшле вĕçленĕ.
Регионта чире сарăлма парас мар тесен коллективлă иммунитет çирĕплетмелле, ăна валли планпа палăртнă тăрăх 588 пин çыннăн прививка тутармалла, ку Чăваш Енре пурăнакансенчен 48 проценчĕ ытла пулать. Хальлĕхе ку кăтартăва 21,75 процент пурнăçланă.
Специалистсем çуллахи вăхăтра уйрăмах чиртен сыхланас тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Раççейĕн пысăк хулисенче, Мускавпа
Санкт-Петербургра чирлекенсен шучĕ пысăкланнине пула хăш-пĕр чарусене тавăрнă. Лару-тăру çăмăлах маррине медицина ĕçченĕсем те çирĕплетеççĕ.
Чир-чĕрпе шÿтлеме хушман ĕлĕкренпех аслисем. Тухтăрсем те чиртен сыватиччен ăна асăрхаттарни лайăхрах та çăмăлрах теççĕ. Паянхи кун COVID-19 анлă сарăлнă чух чи шанчăклă мел вакцинаци тутарни тесе палăртаççĕ. Çапла майпа хăвăр сывлăха та, çывăх çынсене те сыхлама пулăшатăр.
Халĕ сире, хисеплĕ вулакансем, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ыйту-хуравĕпе паллашма сĕнетпĕр.
— Вирусран хăтăлмалли чи шанчăклă мел вакцина кăна-и?
— Çапла. Вакцина чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр шанчăклă меслет тесе каласан та йăнăш пулмасть. Прививка тунă çын коронавируспа чирлесен те ăна çăмăлрах ирттерсе ярĕ.
— Вирусран прививка тума хăш вакцина лайăхрах?
— Раççейре регистрациленĕ мĕнпур вакцина тухăçлă тата хăрушсăр. Хăш препаратпа прививка тума май пур, çавăнпа тумалла. Енчен те сирĕн вăраха кайнă чирсем е сывлăхăн ытти уйрăмлăхĕсем пур пулсан вакцина суйласа илессипе тухтăрпа канашласа пăхмалла.
— Коронавируспа чирленĕ пулсан, прививка тумалла-и?
— Çапла, енчен те сирĕн маларах COVID-19 пулнă пулсан та прививка тутармалла. Çак чиртен сывалнă çынсен вируса хирĕç иммунитет йĕркеленет, анчах та вăл мĕн вăхăт хушши сире чиртен сыхлама пултарнине хальлĕхе тĕрĕс палăртман-ха. Вакцинăсем шанчăклăрах хÿтĕ- леме пултараççĕ. Чирленĕ хыççăн тепĕр темиçе уйăхран прививка тума сĕнеççĕ.
— COVID-ран тăвакан вакцинăсем ДНК-на кĕме пултараççĕ-и?
— Çук, COVID-19 вируспа кĕрешмелли вакцинăсем ДНК çине нимĕнле витĕм те кÿмеççĕ тата унпа çыхăнса тăмаççĕ. Вакцинăсем ÿт-пĕвĕн иммуна клеткисене коронавирусăн генетика пайĕсемпе «паллаштараççĕ», вĕсем ăна астуса юлаççĕ, вирусран сыхланмалли антителасем хатĕрлеме пуçлаççĕ.
— Вирус улшăнса пырать. Вакцинăсем вирусăн çĕнĕ тĕсĕсене хирĕç кĕрешĕç-ши?
— Пĕтĕм тĕнчери экспертсем вирусăн çĕнĕ тĕсĕсем вăл хăйне мĕнле тытасси, вăл шутра вакцинăсен тухăçлăхĕ çине, витĕм кÿнине тăтăшах тĕпчеççĕ. Чир е эпидеми ĕçĕ-хĕлĕ çине витĕм кÿме пултаракан патогенсен палăрмалла улшăнăвне хальлĕхе тупса палăртман. Вакцинăсенчен хăшĕ-пĕри вирусăн пĕр е темиçе тĕсĕпе кĕрешме пултарайманнине çирĕплетсе парсан вĕсенчен хÿтĕленме вакцина тытăмне улăштарма пулать.
Çак вăхăтрах прививка тăвасси тата вируса сарăлма парас мар тесе мерăсем йышăнасси пĕлтерĕшлĕ. Çакă пĕтĕмпех вирус улшăнăвне чакарма май парать. Социаллă дистанцие тытса пырасси, маскăсем тăхăнасси, алăсене çăвасси тата медицина пулăшăвне илме вăхăтра каясси пĕлтерĕшлĕ.
— Прививка тунă хыççăн мĕнле сĕнÿсем пур?
— Вакцинациленсен çыннăн 3—5 кун хушши мунча кĕме юрамасть, физкультурăпа спорт хусканăвĕсене тума та тăхтамалла. Прививка хыççăн вăй чакма, инъекци вырăнĕ ыратма, температура ÿсме пултарать. Çак паллăсем вакцина тунипе организм кĕрешнине пĕлтереççĕ.
— Прививка тунă хыççăн чирлеме пулать-и?
— Коронавирусран прививка тунă хыççăн /ăна пула мар, тепĕр хут вирус ертсен/ чирлеме пулать, ун пек тĕслĕхсем пулнă. Вĕсем сайра-хутра тата вакцинацие туллин вĕçлемен, сĕннĕ асăрхаттарусене пăхăнман çынсен тĕл пулаççĕ. Вакцинаци тунă хыççăн чирленĕ çынсем инфекцие çăмăл тÿссе ирттереççĕ, чир вăраха каймасть.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика