17 ноября 2020 г.
Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăрма йышăннăччĕ. Çак пулăшу ялсен сăн-сăпатне илем кĕртме май парать.
100 пин тенкĕ Çĕнĕ Шăхран ялне те çитрĕ. Ял халăхĕ çак укçапа ача-пăча площадки тума йышăнчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, клуб çумĕнчи садра площадка пулса та тăчĕ. Унта кунсерен ача-пăчан хаваслă сасси илтĕнет. Пĕчĕккисем çак площадкăшăн питĕ савăнаççĕ.
Ялсенче вырăнти инициативăсемпе пурнăçа кĕрекен проектсем енĕпе те нумай ĕçлеççĕ. Пирĕн ялта та Молодежная урама çак проекта хутшăнса шурă чул сарса çул туса пачĕç.
Культура çурчĕсене юсама уйăрнă укçа та пысăк пулăшу. Нумай çул каялла çĕкленĕ ял клубĕ шалтан илемсĕрленнĕччĕ, урайĕсем кивелнĕ, çĕрнĕ. Кăçал ял клубне те тĕпрен юсарĕç. Маччисемпе стенисене якатса тĕрлĕ тĕспе сăрларĕç. Çĕрнĕ урайсене çĕнĕрен сарчĕç, электричество çутине те çĕнетрĕç. Халĕ ял клубне кĕрсен питĕ çутă, хитре, тирпейлĕх чуна савăнтарать, çĕклентерет.
Нумаях пулмасть клуба юсав хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова та килсе çитрĕ. Вăл çак ĕçе тума пулăшнăшăн республика тата район пуçлăхĕсене чун-чĕререн тав турĕ, малашне те пулăшасса шаннине пытармарĕ. Ял халăхĕ те çак проектсене вĕçне çитерме пулăшнăшăн питĕ хĕпĕртет.
Малашне те ялсенче ача-пăча сасси илтĕнсех тăтăр, вылямалли площадка хаваслă сасăсемпе тултăр. Ял клубĕсен çутисем ан сÿнччĕр, вĕсем яланах халăха савăнтарччăр.
Л.ТИХОНОВА
Источник: "Каçал Ен"