Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăрçă шăпине татса панă

24 августа 2018 г.

1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн татăклă улшăнăвне вĕçлекенĕ — Курск пĕккинчи çапăçусем шăпланни.
1942—1943 çулсенчи хĕллехи вăхăтра Хĕрлĕ çар фашистсен оборонине татса 550 çухрăмлă Курск пĕкки йĕркеленĕ. Кунта çулла хĕрÿ çапăçусем иртнĕ. 1943 çулхи июлĕн 5—23-мĕшĕсенче пирĕн çарсем хÿтĕленнĕ, июлĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа августăн 23-мĕшĕччен атакăланă.  Тĕп /К.К.Рокоссовский/,  Воронеж /Н.Ф.Ватутин/,  Çеçенхир /И.С.Конев/, Брянск  /М.М.Попов/, Хĕвеланăç /В.Д.Соколовский/ фрончĕсем Кăнтăр-Хĕвеланăç /Р.Я.Малиновский/ фрончĕпе пĕрле Курск пĕккинчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Фронтсен ĕçне Совет Союзĕн маршалĕсем Г.К.Жуковпа А.М.Василевский йĕркелесе пынă.
Тăшман Курск пĕккинче пысăк наступлени ирттерме палăртнине пула, Верховнăй Главнокомандованин Ставки çарсене вăхăтлăха оборонăна куçарма йышăннă. Çак вăхăтра Тĕп тата Воронеж фрончĕсенчи çарсем фашистсен ударлă ушкăнĕсене пысăк сиен кÿнĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче Прохоровка патĕнче танксен пысăк çапăçăвĕ иртнĕ. Çапăçăва икĕ енчен 1200 танк хутшăннă. Гитлеровецсем кунта 400 танкне çухатнă. Пирĕн çарсем контрнаступлени вăхăтĕнче Орел тата Белгород — Харьков çар операцийĕсене ирттернă, тăшманăн ударлă ушкăнĕсене çапса аркатнă. Курск пĕккинчи çапăçура фашистсен 30 дивизине пĕтернĕ. Вермахт 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 ытла самолет, 3000 ытла тупă çухатнă. Çак çапăçу Хĕрлĕ çарăн вăй-хăватне туллин уçса панă — фашистсем урăх ура çине тăрайман. Курск пĕккинче Вермахтăн тĕп вăйĕсене çапса салатни американсемпе акăлчансен çарĕсене Италире наступление куçма, Муссолини режимне пĕтерме, Италие вăрçăран кăларма май панă. Нимĕçсем оккупациленĕ çĕршывсенче те хирĕç-тăру юхăмĕ вăйланнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра Совет Союзĕ фашистсене хирĕç кĕрешекен тĕп вăй пулнине çирĕплетнĕ.
Курск пĕккинчи çапăçусенче совет салтакĕсем чăннипех пысăк паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă. Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл шăпах Курск çапăçăвне хутшăннă. Унти çапăçăва Ревокат Прохорович паянхи кун та пăлханса аса илет.
— Йывăр пулчĕ, апла пулин те тăшмана парăнмарăмăр, ăна çĕнтертĕмĕр, — тет хисеплĕ ветеран.
100 пин ытла çынна орденсемпе медальсем парса чысланă, 231 çын «Совет Союзĕн Геройĕ» сумлă ята тивĕçнĕ. 132 çар соединенийĕпе чаçĕ «Гварди», 26-шĕ «Орловский», «Белгородский», «Харьковский», «Карачевский» ятсене тивĕçнĕ.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика