07 августа 2018 г.
Çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлесси кашнинех пырса тивет. Чылай чухне çак тÿлевсен шайĕ аванах пысăк пулнине асăрхама пулать. Палăртмалла, граждансен хăш-пĕр категорийĕсем çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне патшалăхăн социаллă çăмăллăхĕсемпе усă курма пултараççĕ. Çакăн çинчен вара кашниех пĕлмест те пулĕ. Çавна май районти социаллă пулăшу уйрăмĕн начальникне Ираида Никитинана час-часах сиксе тухакан ыйтусене уçăмлатма ыйтрăмăр
— Ираида Алексеевна, коммуналлă пулăшусене тÿленĕ чухне пирĕн районта пурăнакансем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ-ши?
— Чи малтанах социаллă пулăшу сахал тупăшлă çемьесене пырса тивни çинчен каламалла. Енчен те пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен укçа çемьери пĕтĕмĕшле тупăшăн 22 процентĕнчен ытларах пулсан, сирĕн те çак субсидие илсе тăма май пур. Кăçал ку енĕпе 1374,8 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Ку 2017 çулхинчен 13,9 процент нумайрах. Çак социаллă пулăшупа усă курас текенсен çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусен тÿлевĕсемпе парăмсем пулмалла мар е вĕсен парăмсене татасси çинчен килĕшÿ çырмалла. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 144 çемье пурĕ 731,7 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Вăтамран кашни çемьене уйăхра 847 тенкĕ тÿленĕ.
— Федераллă льготниксене вара ку енĕпе патшалăх мĕнле те пулин пулăшу кÿрет-и?
— Федераллă льготниксене /вăрçă инваличĕсене, участникĕсене, радиацинчен шар курнă граждансене тата ыттисене те/ коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ укçан 50 процентне каялла тавăрса параççĕ. Компенсаци шайне палăртнă чухне учет приборĕсен кăтартăвĕсене тата нормативсене шута илеççĕ. Ку çăмăллăхпа усă курас текенсен асăннă тÿлевсемпе парăмсем пулмалла мар. Кăçалхи çур çулта 2243 федераллă льготника 4,5 миллион тенкĕлĕх компенсаци панă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 19,3 процент ÿснĕ.
— Ялсенчи хăш-пĕр професси ĕçченĕсен те çăмăллăхсем пуррине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Камсене çакă пырса тивет-ха?
— Педагогика, медицина, социаллă пулăшу, культура сферинче тата ветеринари службинче тăрăшакансене кашни уйăхра çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемшĕн 1055-шер тенкĕ тÿлетпĕр. Кăçал пирĕн районта ку енĕпе 1,5 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Пĕрремĕш çурçулта асăннă компенсацие пĕтĕмĕшле 750,1 пин тенкĕлĕх тÿленĕ.
— Тата камсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ-ши?
— 70—80 çула çитнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан граждансене капиталлă юсавшăн тÿленĕ укçан 50 е 100 процентне тавăрса параççĕ. Ку ĕçлемен тивĕçлĕ канури хваттер хуçисене çеç пырса тивет. Компенсаци шайне шутласа кăларнă чухне капиталлă юсавшăн тÿлемелли чи пĕчĕк суммăна /кăçал вăл 6,30 тенкĕпе танлашать/ тата пурăнмалли кĕтесĕн нормативлă лаптăкĕн республика стандартне /пĕччен пурăнакан валли — 33 тăваткал метр, икĕ çынран тăракан çемьен пĕр çынни валли — 21 тăваткал метр, виçĕ çынран тăракан çемьен пĕр çынни валли — 18 тăваткал метр/ шута илеççĕ. Çак пулăшупа усă курас текенсен çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусен тÿлевĕсемпе парăмсем пулмалла мар. Кăçал ку категорири граждансене тÿлеме 8,3 пин тенкĕ уйăрнă. Çурçулта районта 4 çын çак пулăшупа усă курнă.
Çавăн пекех ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсенче шар курнă тесе йышăннă çынсене кăçалхи çурçулта çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме 18,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕç ветеранĕсен компенсацийĕ 1100 тенкĕпе, реабилитациленĕ граждансен — 2634 тенкĕпе, политика репрессийĕсенче шар курнă тесе йышăннă çынсен 2345 тенкĕпе танлашать.
Унсăр пуçне 4 тата ытларах ачаллă çемьесем те ача укçипе пĕрле çак компенсацие илсе тăраççĕ. Районта çакăн пек çемьесем — 52.
— Компенсаци илес текенсен ăçта пымалла-ши, мĕнле документсем кирлине ăçта пĕлме пулать-ха?
— Интереслентерекен пур ыйтупа та граждансене районти социаллă пулăшу паракан уйрăмра йышăнатпăр. Унсăр пуçне нумай функциллĕ центр е патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă та документсене пуçтарса пама юрать.
— Тавтапуç, калаçушăн. Пирĕн паянхи тема район çыннисемшĕн интереслĕ те усăллă пулни куç кĕрет. Асăннă патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем çывăх вăхăтрах районти социаллă пулăшу уйрăмне çитсе документсем пуçтарса парасса шанатпăр.
Н.Калашникова
хатĕрленĕ
Источник: "Каçал Ен"