Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Туслă халăх Сабантуйра савăнчĕ

10 июля 2018 г.

Хисеплĕ хăнасене, Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова тата Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, тутарсен чак-чакĕпе, вырăс халăхĕн каравайĕпе тата чăвашсен квасĕпе Шупашкар Арбатĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тĕп хуламăрта июлĕн 6—7-мĕшĕсенче кĕр! кĕрленĕ Сабантуя Раççейĕн 41 регионĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Сăмах май, асăннă мероприяти пĕлтĕр Астрахань хулинче иртнĕччĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн йĕркелекен мероприятие Раççей шайĕнче 2001 çултанпа ирттерме тытăннă.
…Сабантуй символикипе эрешленĕ хапха умне хисеплĕ хăнасен кортежĕ килсе чарăнсанах купăс сасси таврара сарăлса ян! янрарĕ. «Мишар» халăх фольклор ансамблĕн солисчĕсем, ташша чĕнсе, хăна юррине шăрантарчĕç. Савăнăçлă уява малалла тăсаканĕ чăваш халăх фольклор ансамблĕ «Уяв» пулчĕ. Тутар халăхĕн чак-чакĕпе чăвашсен квасне, вырăссен каравайне тутаннă хыççăн Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов наципе культура пĕрлешĕ-вĕсен представителĕсемпе паллашрĕç.
Сабантуй хăнисем — Чăваш Ен, Тутарстанпа Мари Эл, Пушкăртстан республикисемпе Чĕм-пĕр, Чулхула облаçĕсенче тата Раççейĕн ытти регионĕсенче кун кунлакан тутарсем. Хĕрлĕ тÿреме аннă чухне тутар тата чăваш халăхĕсен юррисемпе ташă кĕввисем шăранса инçете-инçете юхрĕç…
Хĕрлĕ тÿремре çак кун «Алă ăстисен хули» те алăкĕсене яри! уçрĕ. Ирина Меньшикова ертсе пынă халăх промыслисен выставкипе паллашма, чăн та, питĕ кăмăллă пулчĕ.
Хаваслă мероприяти тутар халăхĕн йăли-йĕркипе культурине сăнарлакан театрализациленĕ сценкăпа пуçланчĕ. Хĕрсем пулас паттăрсем валли тĕрĕ тĕрленине пухăннисем хăйсен куçĕпе хăйсем курчĕç. Халăхсен туслăхне çирĕплетекенни тÿпене янă шурă кăвакарчăнсем пулчĕç.
— Ырă кÿршĕ тăванран та паха. Пирĕн ырă кÿршĕмĕр вара — Тутарстан Республики. Экономика тата ĕçлĕ çыхăну йĕркеленнине те палăртмалла. Эпир ытти халăхсен йăли-йĕркине хисеплетпĕр, хамăр культурăна та сума сăватпăр. Çавна май çитĕнекен çамрăк ăрăва ламран лама куçса пыракан пысăк пуянлăха парса хăварас тесе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттеретпĕр, — терĕ Михаил Игнатьев.
Тутарстан Республикинче, паянхи кун тĕлне, 116 пин чăваш кун кунлать. Халăхсем пирки каласан, вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, культурăна пăхăнса, тăван чĕлхене вĕрентсе, аталантарса пыраççĕ. Сăмах май, çитес çул Тутарстан Республикинче «Уяв» ирттерме калаçса татăлнă.
Чăваш Енре ĕçлесе хисепе тивĕçнисене, тутар халăхĕн йăли-йĕркипе унăн культурине упраса вĕсене аталантарнă çынсене патшалăх наградисене парса чысларĕç. Çак йышра пирĕн ентешсем пулни те савăнтарать. Урмаел вăтам шкулĕн педагогне Нежеметдин Сахрова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕç. Тутар халăх культурине упрассине тата ăна аталантарассине тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председательне Ферит Гибатдинова Тутарстан Республикин «Ĕçри хастарлăхшăн» медалĕпе наградăларĕç тата обществăлла организацие микроавтобус уççине парнелерĕç. Районти искусство шкулĕн преподавательне, «Тамчы» ансамбль ертÿçине Ильдус Шайдуллина «Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Тутарстан Республикин Президенчĕн Тав хучĕпе район пуçлăхне, «Слава картофелю» агрофирма директорне Хасиятулла Идиатуллина чысларĕç.
Капăр тумлă хăнасем пухăннисемпе курма килнисене савăк юрă-кĕвĕпе çулăмлă ташă парнелерĕç. Çак кун Хĕрлĕ тÿремре тутар, чăваш тата ытти халăхсен юрри-кĕввисене итлесе киленчĕç.
Спорт мероприятийĕсемсĕр иртнĕ Сабантуй Сабантуй-и?! Хĕрлĕ тÿремре тутар халăх кĕрешĕвĕпе те паллашма май пулчĕ. Ăмăртусене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ спортсменсем хутшăнчĕç. Кĕрешÿ — наци ăмăртăвĕ. Унта мала тухнă паттăра така пачĕç. Тĕп парне — автомашина. Ăна вара паттăрсем хушшинче шăпа ярса палăртрĕç.
Савăнăçлă мероприяти вĕçĕнче Федераци Сабантуйĕн «Тулпар ат» символне Сыктывкар хулинчен çитнĕ хăнасене пачĕç. Ку вара çитес çулхи «Сабантуй-2019» асăннă тăрăхра иртессине çирĕплетекен пулăм.
Комментари
Ферит ГИБАТДИНОВ: «Маншăн, манăн çемьешĕн, çавăн пекех районта, республикăра пурăнакан тутарсемшĕн Сабантуй — сăваплă уяв, пысăк пулăм. Несĕлсен авалхи йăлине упраса хăварни тата ăна анлă уявлама тытăнни — пирĕн пуласлăх пуррине палăртакан паллă. Çулталăкĕпе хатĕрленнĕ уяв, чăннипех те, пуян та хăйне майлă иртрĕ. Иртнĕ çулсенче Раççей шайĕнче йĕркеленĕ Сабантуйсенчен вăл хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Вырăнти тутарсен хапăл кăмăл-туйăмĕ, капăр çи-пуçĕ, ташă композицийĕсенчи сюжетлăхĕ… Пурте пурччĕ 18-мĕш Сабантуйра. Уяв çÿллĕ шайра иртни хавхалантарать, савăнтарать».
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика