06 июля 2018 г.
“Ăçта-ши манăн Турă çырни?” — çамрăк чухне нумайăшне çак ыйту канăçсăрлантарать. Мĕнлерех вăл — пулас мăшăр? Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралнă Василий Гаврилов çакăн пирки нумай пуç ватман. Пулас мăшăрне вăл çартан таврăннă хыççăн Комсомольскинчи «Универмаг» магазинта тĕл пулнă. Ун чухне пĕрре пăхсах Зойăна килĕштернĕ те тÿрех картса хунă — “Ку манăн мăшăр пулать”.
Çынна пĕлсе çитмешкĕн пĕр пăт тăвар çимелле тенĕ. Зойăпа Василий вара çулталăк та туслă çÿремен… 7—8 уйăхран вĕсем çемье çавăрнă. Зойăн çуралнă кунĕнче, февралĕн 24-мĕшĕнче, Хирти Мăнтăр ялĕнче 50 çул каялла туй кĕрленĕ. Асра юлмалла иртнĕ туй. Василий Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнăран, туйри çамрăксем çар тумĕпех хĕр илме кайнă. Çак куна Василий Васильевич паян та ăшă кулăпа аса илет. Гавриловсем 50 çул ытла пĕр-пĕрне хисеплесе, упраса, юратса пурăнаççĕ.
Мăшăр ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ. Паян виçĕ мăнукпа чунтан савăнаççĕ вĕсем. Женьăпа Алина иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, юратнă ĕçре тăрăшаççĕ.
Василий Васильевич «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Маларах вара вăл районти халăх судĕнче, КПСС парти райкомĕнче тăрăшнă. Сутуçа вĕреннĕ Зоя Моисеевна 36 çул «Универмагра» ĕçленĕ.
Пăхатăн та вĕсем çине — тĕлĕнетĕн, вашаватлăхĕпе, вăр-варлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Ÿркенмеççĕ, кĕçĕннисене пурнăçа хăнăхтараççĕ, ватăсене сума сăваççĕ, яшпа шÿтлеççĕ, ăрăва малалла тăсакансемпе савăнаççĕ.
— Çур ĕмĕр ытла пурнăç лавне пĕрле туртса пынă чухне тем те пулнă, темĕн те тÿснĕ. Çемьере кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ, йывăрлăхсем те пулнă пулĕ. Апла пулин те яланах пĕр-пĕрне вăхăтра каçарнă, ăнланнă. 50 çул пĕр самант пек иртрĕ, — тет Василий Васильевич.
Вĕсемпе килĕшмелле. Маларахри çынсем чăннипех те хальхисенчен уйрăлса тăраççĕ. Юратăва упранă, пурнăçа хакланă. Хăйсенчен аслисене хисепленĕ.
Гавриловсем çине пăхатăп та, темшĕн мана вĕсем мăшăр кăвакарчăна аса илтереççĕ. Çынна ырă сунакансем вĕсем. Кирек кама та алă тăсса пама хатĕр. Çавăнпа та мăшăра Турри пулăшсах пырать-тĕр. Пурнăç вĕсене хăйĕн мĕнпур илемне панă. Эппин, малашне те пурнăç çулĕ тумхахсăр, хăйсем ÿстерекен чечек пахчи пек илемлĕ пултăр! Сывлăхпа пурăнăр.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"