26 июня 2018 г.
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулĕнче маттур ачасем сахал мар. Вĕсем вĕренÿре, спортра, пултарулăхра та хастар. Маттуррисенчен пĕри — 9-мĕш класра ăс пухакан Даниил Титов.
Даниил 1-мĕш класранпах «5» паллăпа кăна вĕренет. Ача кашни урока тĕплĕн хатĕрленет. Вĕренекен районта, республикăра, Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссене яланах хутшăнать.
Вăл — пĕлтĕр те, кăçал та вырăс чĕлхи, обществознани, хими предмечĕсемпе район шайĕнче иртекен олимпиадăсен призерĕ. «Живая классика-2017», «Живая классика — 2018» конкурссенче те Даниил призер ятсене тивĕçрĕ. Çавăн пекех хастар яш «Наука. Творчество. Развитие» конференцийĕн çĕнтерÿçи те. Республика шайĕнче ирттерекен «Знаешь ли чувашский язык;» олимпиадăра та Даниил призер ятне çĕнсе илчĕ. Çырас енĕпе илес пулсан, арçын ача ку енĕпе те маттурлăхпа палăрать. Тĕслĕхрен, эссе çырмалли конкурссене те вăл çулсеренех хутшăнать. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне Даниил 1-мĕш вырăна тухнă пулсан, 9-мĕш класра 3-мĕш вырăнпа палăрчĕ.
Унсăр пуçне пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт Валентина Терешковăна хисеплесе йĕркеленĕ сăвăсен конкурсĕнче арçын ача «Полет души» диплома тивĕçрĕ.
Даниил Афганецсен Раççейри ветеранĕсен союзĕн Хисеп грамотине, Раççей Вĕренÿ академийĕ «Ракус» тата Пĕтĕм тĕнчери блиц-турнирта иртнĕ конкурссенче çĕнтернĕшĕн Дипломсене тивĕçрĕ. 2017 çулта Пĕтĕм Раççейри литература предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра 4-мĕш вырăнпа пĕрлех диплома та тивĕçрĕ. 2018 çулта «Герои Великой Победы» конкурса хутшăнчĕ. Вăл Константин Антонова халалланă ĕçне халăх патне çитерчĕ. Даниилăн творчествăри ĕçĕсем «Халăх шкулĕ» журналпа «Подвиг предков бессмертен» сборникре вырăн тупрĕç. Даниила хавхалантарса, вĕрентсе, пулăшса пыраканĕ —класс ертÿçи Ирина Алексеевна Соловьева. Ача пултарулăхĕнче унăн тÿпи, паллах, сахал мар. Вĕрентекен ертсе пынипе Даниил «Расцветай, село мое родное» проект çырса хатĕрленĕ.
Нумаях пулмасть вара РФ Спорт министерстви Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр нормативсене лайăх пурнăçланишĕн Даниила «Ылтăн» паллăпа наградăланă.
Даниил — шкулти волонтерсен «Идущие вперед!» командин членĕ. Ватă çынсене йывăр вăхăтра пулăшнăшăн, тĕрлĕ мероприятисемпе акцисене хутшăнса малти вырăнсемпе палăрнăшăн шкул дирекцийĕ Даниила пĕрре мар Хисеп грамоти парса хавхалантарнă. Маттур ачана малашне те вĕренÿре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçусем, телей сунатпăр.
П.РОДИОНОВ,
вĕрентекен
Источник: "Каçал Ен"