10 апреля 2018 г.
Мăнкун - çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри, вăл - праçниксенĕн праçникĕ. Христос Турă вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă каç районти чиркỹсемпе мăнастирте иртнĕ ятарлă чаплă кĕлĕсене православи тĕнĕпе пурăнакансем чылайăн хутшăнчĕç.
- Çитес Мăнкунччен аван пурăнасчĕ, чир-чĕрпе хуйхă-суйхă вара пиртен аякра çỹреччĕр, - тесе ыйтаççĕ Çỹль Хуçаран çак каç чиркĕве пухăннисем.
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, каçхине, Комсомольскинчи "Вознесение Господня" чиркĕвне ватти-вĕтти йышлăн пухăннă. Уява кашнийĕ чăтăмсăррăн кĕтни куç кĕретех - чун тулнипе куçсем савăнăçлăн çиçеççĕ, çынсем уяв ячĕпе пĕр-пĕрне ăшшăн саламлаççĕ. Чиркỹ йĕри-тавра çаврăнса çитнĕ хыççăн Николайпа Александр аттесем Мăнкун тропарьне юрларĕç, унтан чăн-чăн уяв пуçланчĕ. Çак чаплă каç район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валерий Туркай та халăхпа пĕрле пулнă, чаплă кĕлле хутшăннă. Сăмах май каласан, вĕсем - сăваплă çулăма района илсе çитерекенсем. Иерусалимри Кувукли ятлă часовньăна аннă çулăма районти ытти чиркỹсене те çитернĕ, ăна чиркỹ настоятелĕсем халăха валеçсе панă. Мăнкун кĕлли вăхăтĕнче вĕсем пухăннă халăха Кирилл Патриарх янă çырупа паллаштарнă, хатĕрленсе килнисене Туррăн ỹчĕпе юнне сыптарнă.
- Çак пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ каç халăх чиркĕве çулран-çул ытларах та ытларах пухăнать, ку пулăм, паллах, савăнтарать. Этем вăл çăкăрпа кăна мар тутă, чун-чĕре тутă пулнине нимĕн те çитмест. Ун пек çын кăмăл-сипет енчен сывă, ырă, аванрах та. Ара, Турăпа пĕрле пурăннине мĕн çиттĕр?! - терĕ Николай Спиридонов настоятель.
Кĕлĕ вĕçĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çăмартасемпе куличсене, тăпăрчăран янтăланă пасхăсене сăвапларĕç.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"