16 февраля 2018 г.
Йĕлме йĕлтĕр - йăлтăр-йăлтăр,
Шуса тухрăмăр хире.
Юр пĕрчийĕ - хĕл мерченĕ,
Эх, илемлĕ-çке ирпе!
(Мĕтри Ваçлейĕ).
Февралĕн 10-мĕшĕнче ватти-вĕтти пурте урисене йĕлтĕр сырчĕç. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" спорт ăмăртăвне "Асамат кĕперĕ" ача садĕнчи "Капитошка" ушкăнри ачасем те хастар хутшăнчĕç. Шăпăрлансене сивĕ те ним мар тейĕн: хаваслăн сиккелеççĕ, кулаççĕ...
Часах, авă, чупу та пуçланчĕ. Пластик йĕлтĕр юр çийĕн çăмăллăн шăвать, кăмăл савăк, чун та савăнать. Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - чăн-чăн спорт уявĕ!
Старта пуçлакансем шăпăрлансем пулчĕç. Хаваслă чупура шкул çулне çитмен арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Фаиль Абеев çĕнсе илме пултарчĕ, виççĕмĕш вырăнта - Артем Иванов. Константин Акчурин вара юлташĕнчен кăшт каярах юлса 4-мĕш вырăнпа палăрчĕ. Çĕнтерỹçĕсене пурне те Дипломсем парса хавхалантарчĕç.
Ачасем спорт этемĕн çывăх тусĕ пулмаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ, çавна май вĕсем унпа мĕн пĕчĕкренех туслă. Шкула кайма хатĕрленекен ушкăна çỹрекен шăпăрлансем те кунран-кун çитĕнсе, маттурланса пыраççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕшĕн савăнатăп, сывлăх та ăнăçу сунатăп.
В.НИКИФОРОВА,
воспитатель
Источник: "Каçал Ен"