16 февраля 2018 г.
Çăварни, çăварни! Хатĕрле икерчĕ! Çăварни эрни пырать. Çак вăхăтра пурте пĕрле пухăнса икерчĕ çиетпĕр, савăнатпăр. Шăматкун, февралĕн 17-мĕшĕнче, район центрĕнче те Çăварни уявĕ иртет. Вăл 11 сехетре пуçланать. Уявра юрă-ташă, спорт мероприятийĕсем чылай пулаççĕ. Сăмахран, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче 10 сехетре мастер-класс иртет. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче те спорт вăййисем 9 сехетрех пуçланаççĕ. Çак кун спортпа туслисем ишсе, кĕрешсе, шашкăлла, шахматла выляса, дартс, волейбол, биатлон вăййисенче тупăшĕç. Район центрĕнче канат туртса, алă вăйне виçсе, кире пуканĕ йăтса ăмăртма пултарĕç.
Çăварни уявĕн программипе тĕплĕнрех Комсомольски район сайтĕнче паллашма пулать.
Источник: "Каçал Ен"