Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕренекенсен çитĕнĕвĕ - шкулăн мăнаçлăхĕ

26 декабря 2017 г.

Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Çĕнĕ 2018 çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Халĕ - асăннă çулталăксене пĕтĕмлетмелли хĕрỹ тапхăр.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те çĕршыври Экологи тата республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртас тата вĕсене аталанма пулăшас, тăван чĕлхепе унăн культурине упраса хăварас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ.

Тĕслĕхрен, ноябрь уйăхĕнче 2-11 классенчи 126 вĕренекен Пĕтĕм Раççейре иртнĕ "Русский медвежонок - языкознание для всех - 17" конкурса хутшăннă. - Тăван тата пĕрле хутшăнакан халăхсен чĕлхисене пĕлменни - намăс. Чĕлхе, çемье, Тăван çĕршыв - кашни çын пурнăçĕнчи тĕп пуянлăх. Палăртнă хаклăхсене хисеплеменни хамăра кун-çул парнеленĕ çынсене нимĕн вырăнне хуманнипе пĕр танах, - теççĕ вĕсем.

Чĕлхепе литература патне мĕнле туртăннине, вĕсене епле пĕлнине çулсерен Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен олимпиадăсем урлă та ăнланма пулать. Кăçал олимпиада ноябрĕн 21-23-мĕшĕсенче иртнĕ. Вырăс чĕлхипе тата литература пĕтĕмлетĕвĕсемпе, чăнах та, мухтанмалăх пур. Призер ята тивĕçнисем кăçал 11-ĕн пулнă. Вырăс чĕлхине 8-мĕш класра вĕренекен Н.Основская, 10-мĕшĕнче ăс пухакан Э.Кузнецова тата 11-мĕш "б" класс ачисем - С.Чернов, А.Чернова, Л.Минуллина питĕ лайăх пĕлеççĕ. Литературăпа вара 7-мĕш класра пĕлỹ илекен А.Волков, 8-мĕш, 10-мĕш, 11 "а" тата 11-мĕш "б" классенче вĕренекен С.Черновăпа Е.Кокарев, Д.Зайцев, А.Чернова, К.Морозова призер ята тивĕçнĕ.

Октябрь - ноябрь уйăхĕсенче Чăваш Республикинчи Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ "Тăван кил ăшши - атте-анне ăшши" сочиненисен конкурсĕнче те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен ачасем малти вырăнсемпе палăрнă. Регион шайĕнче иртнĕ конкурса пурĕ 135 ĕç йышăннă. 9-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче иртнĕ конкурсра 11-мĕш "а" класра вĕренекен К.Морозова (теми - "Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ - ачашăн ырă тĕслĕх") 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Тăван çĕршыва юратасси çемьерен пуçланать" темăпа вара 11-мĕш "б" класа çỹрекен Я.Ямальтдинова 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика