15 декабря 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче Пĕтĕм Раççейре йышăну кунĕ иртрĕ. Çулсерен иртекен мероприятин тĕп тĕллевĕ - халăха хумхантаракан ыйтусене уçăмлатасси, татса пама пулăшасси.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 12 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен йышăннă. Халăха хумхантаракан ыйту, паллах, чылай: çĕр саккунĕсемпе сывлăх сыхлавĕ, социаллă хỹтлĕх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферисенчи чăрмавсем...
Вырăнтах татса пама май пур ыйтусем çине ертỹçĕсем хуравсем панă, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене вара çитес вăхăтра уçăмлатĕç.
Çакăн евĕр йышăну кунĕсем йĕркелени - ырă пулăм. Мĕншĕн тесен халăхăн влаç органĕсен представителĕсемпе куçа-куçăн курса калаçнă май ыйтусене уçăмлатма, сỹтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пур.
Источник: "Каçал Ен"