Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Уçă урок иртнĕ

08 декабря 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кунра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри "Знание - Ответственность - Здоровье" уçă интернет-урок иртрĕ. Унта аслă классенче ăс пухакан ачасем хутшăнчĕç.

Интернет-урокăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва хăрушă амак пирки каласа ăнлантарасси, унран сыхланмалли майсем çинчен пĕлтересси.

Уçă урок вăхăтĕнче ачасем интернет-ыйтусем çине хуравларĕç. Аслă классенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ çак кун "Знание - Ответственность -Здоровье" сертификата тивĕçрĕ.

Урок вĕçĕнче ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç.

- ВИЧ-инфекцие сирес тесен сывă пурнăç йăлине пăхăнмалла, чир çинчен тĕплĕн пĕлмелле, çав вăхăтрах çемьери хутшăнусен тасалăхне упрамалла, - терĕç аслă класра вĕренекенсем.

Н.АТЛАСКИН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика