01 декабря 2017 г.
Нумаях пулмасть, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, эпир ачасен правине хỹтĕлемелли куна паллă турăмăр. Ăна ачасене, ашшĕ-амăшне ытларах тимлĕх уйăрас, вĕсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе чылай çул йĕркелеççĕ. Пирĕн çĕршывра çеç мар, тата 129 çĕршывра çак куна уявлассине йăлана кĕртнĕ. Çак кун районта тĕрлĕ мероприяти, тĕл пулу, калаçу урокĕ иртрĕ. "Пучах" ача садне çỹрекенсемшĕн вара çав кун уйрăмах хаваслă самантпа асра юлчĕ. Комсомольски райповĕн "Торговый дом" ООО ачасене физкультура урокĕнче усă курма мат парнелерĕ. Суту-илỹ çурчĕн директорĕ Ирина Кочанова, шăпăрлансене парнепе савăнтарнă май, спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă пулмаллине, сывлăха çирĕплетмеллине каларĕ, ăнăçу сунчĕ. Пĕчĕкскерсем парнешĕн мĕн тери савăнчĕç. Эпир пуян чун-чĕреллĕ çынсене чĕререн тав тăватпăр. Пирĕн хушăра ырă кăмăллисем, ачасене пулăшу кỹрекенсем ытларах пултăрччĕç.
Т.КАРИМУЛЛИНА
Источник: "Каçал Ен"