21 ноября 2017 г.
- Район хаçатне çырăнса илме пуçланăранпа кăçал 50 çул çитрĕ. Çак вăхăтра ăна çырăнмасăр пĕр тапхăр та юлман. Поч-тальон хаçата илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп вĕт. Мĕнпур ĕçе пăрахса "Каçал ене" вулама ларатăп. Манăн чи юратнă кăларăм вăл. "Каçал ене" алла тытсассăн пĕр сиктермесĕр вулатăп. Пурнăçри йывăрлăхсем, чуна уçса калаçни, республикăри, районти пулăмсем, саламсем, калавсем - тем пирки те вуласа пĕлме май пур. Усăллă сĕнỹ-канашсен страницинче хама кирлине яланах тупатăп.
Хаçатра патриотлăх, кăмăл-сипет, çемье ыйтăвĕсене туллин çутатаççĕ. Уйрăм çынсен шăпи те пирĕншĕн, вулакансемшĕн, кăсăклă. Йăлтах кăмăла каять. Редакци ĕçченĕсем хатĕрлекен материалсене вулама çав тери кăмăллă. "Каçал ен" - район пурнăçне туллин çутатакан кăларăм. Малашне вара татах та тарăн шухăшлă материалсене кĕтетпĕр, - тет пирĕн яланхи вулакан, Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Людмила Мефодьевна Тихонова.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"