20 октября 2017 г.
Телевиденире ĕçлекен журналистсем талантлă çынсемпе паллаштарма тăрăшса тĕрлĕрен передачăсем йĕркелеççĕ. Вĕсене курнăçем ирĕксĕрех: "Мĕнле талантсем! Пирĕн тăрăхра çук-шим ун пеккисем?" - тенĕ шухăш пуçа кĕрет. Хамăр хушăрах сенкер экран çинчи талантсенчен те пултаруллăрах çынсем пурăннине вара, анчах та, темшĕн сисместпĕр? Тĕслĕх вырăнне Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçине Владимир Павловах илер. Çак кунсенче вăл Раççей Федерацийĕн Правительствин "Душа России" премийĕн лауреачĕ ята тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, асăннă премие Чăваш Енре халиччен пирĕн ентеш, "Уяв" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Зинаида Козлова кăна илме пултарнă. Халĕ вара - Владимир Павлович Павлов.
Владимир Павлов халăх йăли-йĕркине аталантарса ăна упрас енĕпе ырми-канми тăрăшать.
- Кĕвĕ-çĕмĕне ачаранах кăмăллатăп, купăс сассине вара чунтан юрататăп. Пĕчĕк чухнех купăсçă çумне вырнаçаттăм та вăл музыка инструментне епле тытнине сăнаттăм. Манăн питĕ Анатолий Васильевич Волков купăсçă пек пулас килетчĕ. Вăл çăмăллăн пусса илемлĕ кĕвĕ янăратни халĕ те асăмрах. Пĕррехинче эпĕ, шкул çулне çитнĕ шăпăрлан, тỹсеймерĕм, ăста патне çул тытрăм. Çине тăраканскере хисеплĕ купăсçă хирĕçлемерĕ, мана нотăсемпе паллаштарма тытăнчĕ, - ача чухнехи кунĕсене куçĕ умне кăларчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Тăрăшуллă та кĕвĕ-çĕмĕне ăнланакан ачана çывăх çыннисем 4-мĕш класра ăс пухнă чухне купăс илсе параççĕ. Çемье пуçĕ вăл вăхăтра фермăра ĕçленĕ. Унăн ĕç укçийĕ 45 тенкĕ çеç пулнă, купăсĕ вара ун чухне 10 тенкĕ хаклăрах тăнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Володя ялти çамрăксемпе халăх йăли-йĕркине пăхăнса салтак ăсатать, каярах туйсене хутшăнма тытăнать.
Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн каччă Çĕрпỹ хулинчи культура училищинче музыка енĕпе пĕлĕвне тарăнлатать. Дипломлă специалист Анат Тимĕрчкассинчи тĕп шкула музыка учительне вырнаçать. Çав вăхăтрах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи "Музыкăпа педагогика" факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет.
Шкулта кĕске вăхăт ĕçленĕ хыççăн çамрăк Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче методистра ĕçлеме пуçлать. Килĕрен киле, кашни предприяти-организацие тенĕ пекех çỹресе, юрлама-ташлама юратакансемпе чунне уçса пултарулăх ушкăнне пуçарасси пирки калаçать. Кĕçех, 2001 çулта, Владимир Павлов тăрăшнипе, районти культура çуртĕнче "Каçал" фольклор ансамблĕ йĕркеленет. Репертуар кирлĕ! Владимир Павлов тепĕр хĕрỹ ĕçе пуçăнать: ялран-яла çỹресе халăх юрри-сăввине пухать.
- Халăх пурнăçне сăнлакан юрăсен илемлĕхĕпе янăравлăхĕ кĕвĕ темиçе кукăртан тăнинче тата йывăррăн юрланинче палăрать. Эстрада çăлтăрĕсем вара кĕвве пăсма пăхаççĕ, - чун ыратăвне пĕлтерет Владимир Павлович.
Фольклор ансамбльне çỹрекенсене хавхалантарас тата хамăрăн пултарулăхпа ыттисене паллаштарас тĕллевпе ертỹçĕ регионсем хушшинче, Пĕтĕм Раççейĕпе тата тĕнче шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятие, конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсемпе палăрать.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн, йăла-йĕркене халăх хушшине сарнăшăн коллектива 2006 çулта "Халăх ансамблĕ" ят параççĕ.
- 2010 çулта Калуга хулине Раççейри конкурса кайрăмăр. Унта эпир виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. Пире, "Каçал" халăх фольклор ансамбльне, Калуга облаçĕн губернаторĕ ятарлă парнепе - телевизорпа чысларĕ, - кĕтмен парне коллектива чунтан савăнтарнине пытармарĕ Владимир Павлов.
"Душа России" премие тивĕçесси пирки шутлама та пултарайман ансамбль ертỹçи, анчах та пысăк утăма тунах вăл: конкурс валли документсем тăратнă.
- Преми "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн аллинче пуласса, чăнах та, шанманччĕ. Ара, унпа Раççейри чи паллă фольклор коллективĕсене кăна чыслаççĕ-çке. Апла пулин те эпир ăна тивĕçнĕ, ку вара пирĕн ĕçĕмĕре пысăк хак паниех. Ăна эпĕ мар, премие коллектив тивĕçнĕ! Çавăнпа та ансамбль коллективĕнчи кашни юрăçах çак çитĕнỹшĕн чĕререн ăшшăн тав тăватăп, - терĕ вăл хавхаланăвне пытараймасăр.
- Володя пек çын ытларах пулсан чăвашлăха, тăван халăхпа унăн культурине упраса хăварса ăна аталантарма пулать, - терĕ "Каçалăн" маттур юрăçи Николай Николаев, культура çурчĕ çывăхĕнче иртсе пынă май ывăнма пĕлмесĕр ĕçлекен ертỹçĕ пỹлĕмне кĕнĕскер.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"